АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă тĕл пулу

27 февраля 2009 г.

 

Февралĕн 17-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ В. Васильев ячĕллĕ Мăн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта “Чун ыратăвĕ — Афганистан, чун ыратăвĕ — Чечня...” ятпа хĕрÿ точкăсенче салтак тивĕçне пурнăçланă яшсемпе тĕл пулу иртрĕ.

Унта Йĕпремри Н. Яковлев Афганистанра, Мăн Шетмĕри Р. Митрофановпа Четрикри В. Афанасьев Чечен Республикинче службăра тăнă самантсене аса илчĕç. Сăмах май служба вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн Николайпа Руслан çĕр-шыв наградисене илме тивĕç пулнă.

Тĕл пулура Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн специалисчĕ З. Федорова, шкул директорĕ А. Васильев, Ю. Маринкин вĕрентекен тухса калаçрĕç. Вĕренекенсем юрă-ташăпа саламларĕç. Вырăнти тĕслĕх библиотека ĕçченĕсем кĕнекесен куравне йĕркелерĕç.

Тĕл пулăва вулавăш заведующийĕ Р. Герасимова йĕркелесе пычĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика