27 февраля 2009 г.
Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Петров ертсе пыракан кулăшпа сатира театрĕн шоу-концерчĕ пулчĕ.
Ку хутĕнче шоу-программăна “Салтаксем çывăраççĕ, служба пырать” ят панă. Унта тĕрлĕрен юрă-ташă, кулăш пулчĕ.
Шоу-концерт пынă вăхăтра куракансене те тунсăх пулмарĕ, вĕсем хушшинче тĕрлĕрен конкурссем ирттерчĕç. Куракансен сцена çине тухса чăваш тата эротикăлла ташăсем ташлама, хăйсем тавра кăшăл (обруч) çавăрттарма тиврĕ. Пурте маттур пулчĕç, никам та кăмăлсăр юлмарĕ. Мала тухнисене торт тата кĕсье телефонĕ лекрĕ.
Çав каçрах “Орифлейм”, “Билайн” компанисем те куракансем хушшинче вылявсем йĕркелерĕç.
Шоу-программăпа пурте кăмăллă юлчĕç.