АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автомототранспорт вăрланă тĕслĕхсем палăрчĕç

27 февраля 2009 г.

 

Паян хурал ĕçĕнче çĕнĕ техника хатĕрĕсемпе усă курсан çеç ял тăрăхĕсен территорийĕсемпе уйрăм çынсен гаражĕсенчен автомототранспорт хатĕрĕсене çаратассине сыхлама май пур.

Ку вăл — лавккасемпе киосксенче, офиссенче, дачăсемпе гаражсенче тата ытти çĕрте вырнаçтарнă хурал сигналĕн оборудованийĕ. Асăннă прибор çурт-йĕре вăрлама кĕнине кĕсье телефонĕ урлă пĕлтерет. Хальхи вăхăтра районта çакнашкал майпа виçĕ лавккана тата виçĕ административлă учреждение сыхлаççĕ.

Çак установкăна Çĕрпÿри ведомство тулашĕнчи хурал уйрăмĕнче туянма пулать. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Çĕрпÿ хули, Никитин урамĕ, 2 а çурт. Тел. 8 (83545) 21-8-17.

Юлашки вăхăтра ЧР территорийĕнче автомототранспорт хатĕрĕсене вăрланă тĕслĕхсем вăй илчĕç. Кунашкалли Красноармейски районĕн территорийĕнче те пулма пултарать. Уйрăмах вăрăсем ВАЗ-2114, ВАЗ-2110 тата ВАЗ-2112 маркăллă автомашинăсене куç хываççĕ.

Ку статьяра водительсене харпăр хăй транспортне вăрăсем çаратнинчен çирĕп асăрхаттарас килет, хăвăр техникăна урамсенче, кил картисенче лартса хăварнă чухне тимлĕхпе асăрханулăха ÿстересчĕ. Машина çухалсан тин çеç чан çапни усăсăртарах çав.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика