АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех — çĕнтерÿпе

27 февраля 2009 г.

 

Шупашкарти Юстици çуртĕнче ЧР Судьясен канашĕпе Суд департаменчĕ йĕркеленипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта республикăри судьясем, судра ĕçлекенсем хушшинче бильярд, теннис, шашка, шахмат вăййисене выляссипе тата кире пуканĕ çĕклессипе вăй виçнĕ.

Асăннă ăмăртура районсенчи судьясем, судра ĕçлекенсем, пĕрремĕш номерлĕ суд участокĕнче вăй хуракансем тупăшрĕç.

Çăмăлах мар кĕрешÿре арçынсенчен шашкăлла выляса район сучĕн администраторĕ Л. Журавлев — пĕрремĕш, район сучĕн хуралçи Л. Антонов иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Асăннă тупăшура хĕрарăмсенчен суд участокĕн аслă специалисчĕ И. Алексеева — пĕрремĕш, суд участокĕн специалисчĕ Н. Семенова виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Шахмăтла выляссипе суд участокĕн специалисчĕ Н. Семенова — виççĕмĕш вырăнта.

Çĕнтерÿçĕсене медаль, диплом тата хаклă парнесем тивĕçрĕç. Командăсем хушшинче районти суд сообществин команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Спорт ĕçне çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн район сучĕн ертÿçине Вячеслав Дмитриева хаклă парнепе чысларĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика