27 февраля 2009 г.
Нарăсăн 19-мĕшĕнче Янкасри тĕслĕх библиотекăн вулав залĕнче çак ялта çуралса ÿснĕ чаплă поэт — Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Ку тăрăхри 5 ял çыннисем пухăнчĕç унта, çав шутра шкул ачисем те.
Чи малтанах кунта çак кунсенче çеç Нестер Янкасăн кану çуртĕнчи музейĕнчен куçарса килнĕ экспоначĕсемпе паллашрĕç. Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсен альбомĕсен, вăл çырнă кĕнекесемпе ун çинчен калакан хаçат-журналсенчен куравсем йĕркеленĕ.
Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, унăн еткерлĕхне тĕпчесе пухас, поэта ĕмĕрлĕх асра тытас тĕлĕшпе тунă ĕçсем çинчен музейăн обществăлла канашĕн председателĕ Николай Ершов çыравçă каласа пачĕ, Нестер Янкаса халалланă сăввисене вуларĕ.
Тĕл пулăва поэтăн тăван шăллĕ — Янкасра пурăнакан 90 çулхи медицина ĕçĕн ветеранĕ Григорий Кириллов пынă.
Вăл пухăннисене хăйсен йăх-тымарĕпе, Нестер Янкас ачалăхĕпе çамрăклăхĕ, унăн синкерлĕ пурнăçĕпе çемйи çинчен тĕплĕн паллаштарчĕ. Янкасри пуçламăш шкулта вĕренекенсем Нестер Янкас сăввисене пăхмасăр илемлĕ вуларĕç.
Ун хыççăн район центрĕнчен килнĕ хăнасене, Нестер Янкас премийĕн лауреачĕсене сăмах пачĕç. Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правлени председателĕ Георгий Ефимов-Тусли тата Гурий Дубров сăвăç-юрăç хăйсен творчествипе паллаштарчĕç, çĕнĕ хайлавĕсене вуларĕç, ялти библиотекăна кĕнекисене парнелерĕç. Çавăн пекех юрри-ташшисемпе те савăнтарчĕç.