АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анлăн паллă турĕç

27 февраля 2009 г.

 

Упири тĕслĕх библиотекăра паллă çыравçă В. В. Бианки çуралнăранпа 115 çул çитнине анлăн паллă турĕç.

Вулавăшра Упи вăтам шкул вĕренекенĕсем В. В. Бианкин калавĕсем тăрăх литература çул çÿревĕнче пулчĕç, литература вăййине хутшăнчĕç. Вулавăш ĕçченĕсем ачасене писатель çырнă кĕнекесенчи çут çанталăкпа тата чĕр чун тĕнчипе илĕртме пултарчĕç.

Виталий Бианки — пирĕн çĕр-шыври ача-пăча литературин классикĕ. Унăн кĕнекисене вуласа çĕр-шыври ачасен пĕр ăрăвĕ çеç ÿсмен. Вăл хăй пурнăçĕнче 300 ытла калав, юмах, повесть çырнă. Автор кĕнекисем сана çут çанталăк тĕнчине илсе кĕреççĕ, унăн вăрттăнлăхĕсене ăнкарма пулăшаççĕ. Çавăнпа та вĕсем пур шайри вулакан хушшинче те пысăк хисепре.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика