27 февраля 2009 г.
Паянхи евĕр астăватăп-ха, 1955 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пире, шкул çулне пирвайхи хут такăрлакансене, пĕлÿ керменĕн алăкĕн умĕнче çамрăк учитель кĕтсе илчĕ. Тăватă çул хушши вăл вулама, шутлама, илемлĕ çырма вĕрентрĕ. Пире, пĕчĕкскерсене, кĕнекесемпе тетрадьсене таса тытма хăнăхтарчĕ. Хаклă вĕрентекенĕмĕр ал ĕç урокĕсенче тĕрлеме, çĕлеме, тĕрлĕ тĕслĕ теттесем тума вĕрентрĕ.
Унтанпа самаях вăхăт иртрĕ. Хам та ача амăшĕ те, кукамай та пултăм. Анчах пĕрремĕш учителе ниепле те манаймастăп. Вăл — Красноармейскинче пурăнакан Юлия Петровна Петрова. Ю. Петрова 1924 çулхи нарăс уйăхĕн 22- мĕшĕнче Анаткас Шетмĕ ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Петр Николаевич, нумай çул хушши шкул директорĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ тăван хуçалăхра вăй хунă. Юля çемьере виççĕмĕш ача пулнă.
Ю. Петрова Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Кĕçĕн Шетмĕри, Яманакри, Мартынкассинчи шкулсенче ĕçленĕ. Çемье çавăрсан ĕç биографийĕ Красноармейскинчи вăтам шкулпа çыхăннă. Вĕсем мăшăрĕпе Ф. Г. Григорьевпа виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Хĕрĕ, Зинаида, амăшĕн çулĕпе кайнă, паянхи кун Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче ачасене ют çĕр-шыв чĕлхине вĕрентет.
Иртнĕ кунсенче манăн юратнă пĕрремĕш учитель 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Эпир ăна çак паллă кун ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, пире çын тунăшăн тав тăватпăр, вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.