27 февраля 2009 г.
Вăхăт пĕр шелсĕр малалла васкать. Пирвайхи хут парта хушшине ларса вулама, çырма, шутлама вĕреннĕренпе вăхăт нумаях та иртмен пек.
Паян эпĕ райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулăн 8 “б” класĕнче вĕренетĕп. Çапах пĕрремĕш учительница Татьяна Петровна Семенова асран тухмасть. Вăл ырă кăмăллă, ăшă чунлă, йăваш хĕрарăм. Т. Семенова пире 1—4-мĕш классенче вĕрентрĕ. Эпир кĕçĕн классенче вăл ертсе пынипе походсене, экскурсисене çÿреттĕмĕр. Вăлах пире спортпа туслашма пулăшрĕ, ыррине, лайăххине, уйрăмах çынна хаклама вĕрентрĕ. Çавăншăнах пирĕн класс ачисем ăна тав тăваççĕ.
Татьяна Петровна пире тĕл пулсан кашнинчех чуна уçса калаçать: сывлăх, вĕренÿри ĕç-хĕл çинчен ыйтса пĕлет. Эпир Т. Семеновапа савăнатпăр та, мухтанатпăр та.