АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутланалла утать почтальонка

27 февраля 2009 г.

 

(Тĕрленчĕк)

Кайри Карăка çитсе курман-и эсир? Сăрт çамкинче, Мăн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă вăл. Пĕчĕк ялта ятлă-сумлă çынсенчен пĕри те — Светлана Сергеевна Маркова почтальонка. Çирĕм çул ытла ĕçлет çакăнта. Унăн участокне Вутлан, Малтипе Кайри Карăк тата Васнар ялĕсем кĕреççĕ. Февралĕн 25-мĕшĕнче хаклă çыннăмăр 55 çул тултарчĕ.

Паян иртенпех йĕпхÿ пĕрĕхет. Çиле хирĕç утнă май сăн-питрен çапса çăвать. Юрать-ха çие сăран куртка тăхăннă Светлана Сергеевна. Унсăрăн шăм-шак паçăрах лачкам пулмалла.

Кайри Карăкран Красноармейскине çур сехет каймалăх. Çирĕм çул ытла такăрлать икĕ ял хушшинчи сукмака С. Маркова. Ытларах тÿртен çÿреме хăнăхнă. Тавраран кайсассăн çаврăнмалăх пур.

— Эккей, ку çанталăка. Ĕнер кăна çил-тăман çавăрттарчĕ. Халь, акă, сывлăшра йĕпе юр пĕрчисем хуçаланаççĕ, — хăйпе хăй калаçрĕ хĕрарăм. — Çураçма пынă хĕр упраç евĕрех çав унăн кăмăлĕ.

Сăртран, тÿрĕрен çырманалла анчĕ вăл. Мăн Шетмĕ шывĕ хĕррипе васкамасăр ярса пусрĕ. Те пĕчченлĕхре пулнăран, тăруках шухăшсен хумне те путрĕ.

Çак самантра ашшĕ куç умне тухрĕ. Крентейкассинче хисеплĕ çынччĕ-çке Сергей. Механизаторччĕ… Шел, виçĕ çул каялла çĕре кĕчĕ. Амăшĕ те ял-йышра пархатарлă ĕçпе ырă ята тивĕçнĕ. Вера Родионовна тивĕçлĕ канăва тухичченех ялти сĕт-çу ферминче дояркăра вăй хунă.

Çемьере икĕ ывăл та пĕр хĕр çитĕннĕ вĕсем. Пурнăç çулĕ Светланăна Кайри Карăка илсе çитернĕ. Качча тухнă пĕчĕк яла. Хĕрпе ывăл çуратнă. Ах, сăмах ачисем пирки пулсан… Çук, тăруках тÿсеймерĕ почтальонка. Пит çăмартисем тăрăх вĕри куççуль тумламĕсем шăрçаланчĕç. Ирăпа Володьăшăн пурнăç тени тип-тикĕсех килеймерĕ çав. Иккĕшĕ те çемье çавăрнăччĕ. Шел, пĕр темиçе çул каялла хĕрĕн мăшăрĕ вăхăтсăрах çĕре кĕчĕ. Ывăлĕ — Володя — пĕр вăхăтра амăшĕпе пĕрле почта ĕçне те кÿлĕннĕччĕ. Çак çырма-çатра хĕррипе тăсăлакан сукмакпа шăкăлтатса утатчĕç иккĕшĕ. Вăл та хăвăртах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Шăпа тени çапла çаврăнса çитрĕ-ши?

Районти почта çыхăну уйрăмне яланхиллех иртерех çитрĕ С. Маркова. Хăйпе пĕр çулсенчех почтальонка “тилхепине” тытнă Лариса Николаевана сывлăх сунчĕ.

— Паян пире йывăртарах килет, Лариса. Ара, хаçат-журналпа пĕрлех ватлăх укçи-тенкине те валеçмелле вĕт. Ну, ку йывăрлăх пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ, — ĕçри ĕçтешне тин çеç килнĕ почтăна йышăнма пулăшрĕ Света Маркова. — Иккĕн-иккĕнех ĕнтĕ.

Кĕçех алăкра ытти почтальонкăсем те курăнчĕç. Улттăшĕ те пĕр шухăш-кăмăлпа ĕçе пикенчĕç. Кашнинех харпăр хăй участокĕ-çке. Улттăшĕн те харпăр хăйне çирĕплетсе панă ялĕсем пур.

— Халь çула тухатăп та тепĕр икĕ-виçĕ сехет утса килĕрен-киле çитме тивет. Çаврăнмалăх пур, çыннисемпе калаçма та вăхăт кирлĕ, — тет Светлана Сергеевна. — Уйрăмах ватăсем кĕтеççĕ пире.

Ватăсем тенĕрен вĕсене уйăхсерен пенси укçи-тенкипе тивĕçтермелле. Тата хаçат-журналне те ватăсем ытларах çырăнса илеççĕ.

Почтальонка “Ял пурнăçне”, “Чăваш хĕрарăмне” ытларах кăмăллакансене ят-хушаматпах асăнчĕ. Акă вĕсем: Вутланти Софроновсем, Васнарти Ильинсем, Антонина Васильевапа Юлия Григорьева, Анфиса Петрова пенсионерсем, Кайри Карăкри Зоя Ивановапа Алевтина Илларионова тата ыттисем те.

Халь хăйĕн участокĕнчи килсене 400-е яхăн экземляр хаçат-журнал, çав шутра 56 экземпляр “Ял пурнăçне” валеçет Света Маркова.

Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун- çул сире, Крентейкасси хĕр упраçĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика