АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нестер Янкас — пирĕн юратнă çыравçă

27 февраля 2009 г.

 

Февралĕн 18-мĕшĕнче районти халăх пултарулăх çуртĕнче хамăрăн ентеш — чăвашсен чаплă сăвăçи Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине анлăн паллă турĕç.

Юбилей ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. Антонов кĕске сăмах каласа уçрĕ.

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, творчествăри ăсталăхĕ çинчен пирĕн ентеш — чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер тĕплĕн каласа пачĕ, хăйĕн Нестер Янкаса халалланă çĕнĕ сăввине вуларĕ.

Поэтăн ача чухнехи кун-çулĕпе, унăн йăх-тымарĕпе Нестер Янкасăн тăван шăллĕ Г. Кириллов, поэт пиччĕшĕн ывăлĕ П. Митрофанов паллаштарчĕç.

Ун хыççăн Шупашкартан килнĕ ытти хăнасене сăмах пачĕç. Нестер Янкасăн чăваш литературинчи пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă май, вĕсене ыр сунăм сăмахĕсем каларĕç. Вĕсем хушшинче хамăрăн ентешсем — Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн яваплă секретарĕ О. Алексеев çыравçăпа Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен союзĕн яваплă секретарĕ И. Григорьев, Чăваш Наци Конгресĕн вице-президенчĕ В. Абрамов, Чăваш Республикинчи М. Юхма ертсе пыракан писательсен союзĕн правлени председателĕн çумĕ В. Захаров.

Ларура Нестер Янкас ячĕллĕ премие 2008 çулшăн тивĕçнĕ лауреатсене чысларĕç. Преми парас енĕпе ĕçленĕ комисси председателĕ Н. Ершов лауреат ятне хамăр ентешсене — Еншик Чуллăра çуралнă, халĕ район администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен сектор заведующине Виктор Михайлович Данилов тата Çĕньял Упире çуралнă, халĕ Шупашкарти “Дорисс” пĕрлешÿн нумай тиражлă “Механизатор” хаçат редакторĕнче ĕçлекен Александр Васильевич Яковлев журналистсене пама йышăннине пĕлтерчĕ, дипломсем пачĕ.

Нестер Янкас юбилейĕ умĕн районти тĕп библиотека “Ял пурнăçĕ” хаçат урлă пĕлтерсе ирттернĕ “Асран кайми юрăç” викторина хуравĕсене пĕтĕмлетрĕç. Библиотека ертÿçи С. Никитина çак ăмăртура çĕнтернĕ шкул ачисене дипломсем тата парнесем пачĕ.

Упири, Кĕçĕн Шетмĕри тата район центрĕнчи 2-мĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем Нестер Янкас сăввисене тата хăйсем çырнă сăвăсене пăхмасăр, илемлĕн вуларĕç. Упири шкул ачисем “Чăваш çамрăкĕсен авалхи вăйă карти” сценкăна пултаруллăн кăтартрĕç.

Савăнăçлă лару районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ăстасен, Нестер Янкас премийĕн лауреачĕсен — ветерансен хорĕн, “Трак ен” фольклор ансамблĕн юрри-ташшисемпе вĕçленчĕ.

Фойере Нестер Янкас музейĕнчен илсе килнĕ экспонатсенчен, вăл çырнă кĕнекесемпе ун çинчен калакан ытти материалсенчен анлă курав йĕркеленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика