АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вторина — ырă туйăм...

27 февраля 2009 г.

 

Вырăсла хапха сасси пулчĕ те урама йывăç кĕреçе йăтнă вăтам пÿ-силлĕ хĕрарăм тухрĕ, васкасах çĕр каçипе çунă кил умĕнчи юра тасатма пикенчĕ.

“Çур хĕлтен иртрĕмĕр. Юр хулăнăшĕ вара ик шита та çитеймест-çке, — хăйпе хăй калаçрĕ

Вторина Прокопьевна. — Кăçал нÿрĕк ытла та сахал ÿкрĕ-çке. Çу кунĕсем епле килĕç-ши?”

40 çула яхăн пурăнаççĕ Супарти Шкул урамĕнче Трофимовсем. Килĕштерет çак вырăнсене кил хуçи хĕрарăмĕ. Епле-ха унсăрăн? Юнашарах, ав, вăрман. Кил умĕпе асфальтлă çул иртет. Çумăрлă çанталăкра та пылчăк мĕнне туймастăн. Çулла сиплĕ те уçă сывлăш парнелет вăрман, шăрăх кунсенче вара унтан тухас та килмест.

Çамрăк чухне хăйĕн кун-çулне Супарпа çыхăнтарма шутламан та Вторина. Аслă Отечественнăй вăрçăн хаяр çулĕсем пынă тапхăрта, 1944 çулта, Шывпуç Чуракассинче çуралнă вăл. Виçĕ пĕр тăван ÿснĕ вĕсем. Вениамин “Мелиоводстрой” тытăмĕнче ĕçленĕ. Геронти “Птицепром” пĕрлешÿн тĕп бухгалтерĕ пулнă.

Паян кун та амăшне, хăйне пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма чунне панă Агафия Марковнана асĕнчен кăлараймасть вăл. Куккăшĕпе аккăшĕсене те ăш- пиллĕн аса илет.

“Анне 88 çула çитсе çĕре кĕчĕ, хăйĕн пурнăçĕн пысăк пайне вăл сывлăх хуралĕнче, тăван ялăмра акушеркăра ĕçлесе ирттерчĕ. Унăн пиччĕшĕ, Хĕветĕр, Мускаври халăх профессурин институтне вĕренсе пĕтернĕ, хăй вăхăчĕшĕн пысăк çын шутланнă. Партин Улатăр, Канаш, Етĕрне, Шупашкар районĕсен комитечĕсене ертсе пынă. 2001 çулта мĕн пур тăвансемпе Федор Маркович 100 çул тултарнине Канаш районĕнчи Малти Питтикасси ялĕнче чаплăн паллă турăмăр, пĕр урама Федор Зефиров ятне пачĕç. Аннен йăмăкĕсем — Антонина мĕн ĕмĕрне шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ, Пăлаки кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă”, — тет В. Трофимова.

Çавăнпа та амăшĕ хĕрне вĕрентесшĕнех пулнă. Вторина Прокопьевна 1957 çулта ялта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн 8-мĕш класа Чурачăка çÿреме пуçлать. 1960 çулта Метикассинчи вăтам шкул пĕтерсе алла аттестат илет.

— Эпир Н. С. Хрущев çĕр-шыва ертсе пынă тапхăрта вĕренсе пĕтертĕмĕр, — аса илет паян вăл. — Ун чухне вăтам шкул хыççăн обязательнăй йĕркепе производствăра виçĕ çул ĕçлемеллеччĕ.

Шăп çав çулсенче Супар каччи Лев Трофимов Шывпуçне кино кăтартма çÿренĕ. Çамрăк киномеханик илемлĕ хĕр упраçа куç хывман мар-тăр. Çапла вĕсен хушшинче юрату вăй илет.

1961 çулта икĕ çамрăк чĕре пĕр тĕвве пĕрлешеççĕ, часах Шупашкарта ĕçе вырнаçаççĕ. Лева кÿртĕм майпа тĕп хулари ял хуçалăх институчĕн ял хуçалăхне механизацилекен факультетне вĕренме кĕме заявлени кайса парать, аслă шкул студенчĕ пулса тăрать. Вторина та пĕр хаçатра пединститутăн ют чĕлхесен факультетне студентсене каçхи уйрăма вĕренме илесси çинчен вуласа пĕлет, тепĕр кунах унта çул тытать. Çапла кулленхи ĕçе вĕренÿпе çыхăнтарать çамрăк мăшăр. Вăл вăхăтра В. Трофимова Шупашкарти автомашинăсене юсакан заводра вăй хурать, пĕр вăхăтрах библиотекарьте (заводрах) те тăрăшать.

70-мĕш çулсенче шкулсенче ют çĕр-шыв чĕлхисене вĕрентекенсем çитмен.

— Паянхи пекех астăватăп, — тет В. Трофимова, — Супар шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ Ф. Мироновпа А. Николаев, Анисим Иванович аслă шкула вĕренсе пĕтерсе Супара таврăнма пĕр хут çеç мар ыйтрĕç, чĕнчĕç.

1970 çулта Трофимовсем Супара куçса килеççĕ. Вторина Прокопьевнăна шкул коллективĕ ăшшăн йышăнать. Лев Трофимович вара кун-çулне районти “Сельхозтехникăпа”, Вăрнарти ДРСУн Красноармейскинчи прораб участокĕпе, райпопа çыхăнтарать, кунти хатĕрлев кантурĕн директорĕн çумĕнче мĕн пенсие кайичченех тăрăшать. Сăмах май Лев Трофимовичăн ашшĕ, Федоров Трофим Федорович (1901 ç. çуралнă) икĕ вăрçă участникĕ. Вăрçă вĕçленнине Берлинта кĕтсе илнĕ. Яла таврăнсан нумай çул кок-сагыз бригадирĕнче вăй хунă, кайран колхоз садĕнче садоводра 70 çула çитичченех (79 çулччен пурăннă) ĕçленĕ. Супарта ăна çĕвĕç Трахвинĕ тенĕ. Çак таврари ял çыннисене, кĕрĕк-тăлăп, çĕлĕк çĕлесе тăратнă.

Кирек епле ĕçĕн пуçламăшĕ те йывăр. Анчахрах аслă шкул сакки çинчен анса вĕрентÿçĕре ĕçлеме тытăннă çамрăк специалиста та çавах. Акă В. Трофимова пирвайхи уроксене ирттернине те, ун чухне пăлханнине те манаймасть. Анчах аслă юлташĕсем çывăхрах, юнашарах пулнă, ырă сĕнÿ-канашсемпе пулăшнă. Вăл хăй те тавра курăмне ÿстерес тĕлĕшпе учитель-предметиксен урокĕсене тăтăшах çÿренĕ. Акă, Еншик Чуллă шкулĕнче директорта вăй хунă Ганна Петровна Андрееваран, вăл та нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ май, тĕл пулса канаш-сĕнÿ нумай илнĕ. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕçе хăнăхса пынă, опыт та ÿснĕ. Кун хыççăн кун хыçа юлнă. Пĕр сисĕнмесĕр, вăхăт иртнĕ. Супар шкулĕн вĕренекенĕсем 9 класа Еншик Чуллă шкулне çул тытнă. Вĕсен вĕренÿ шайне, учительсен ĕçне çĕнĕ çĕрте тÿреммĕнех палăртма пултарнă. Çавăнпа никамăн та пит хĕретес килмен, чун хавалĕпе ĕçленĕ.

В. Трофимова тивĕçлĕ канăва тухсан тата 2 çул хушши тăван коллективран уйрăлман, унăн хуйхи-суйхипе пурăннă. Иртнĕ вăхăт пирки вăл сехечĕ-сехечĕпе каласа парать, пурнăç ахаль иртмен, пĕтĕм вăй-хала, чуна ачасемшĕн панă-çке. Акă иртнĕ çул Супар шкулне 30 çул каялла вĕренсе пĕтернисен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Унта ĕнерхи учитель хаклă хăна пулса хутшăнчĕ, мĕншĕн тесен вăл çак кăларăмăн класс ертÿçи пулнă-çке. Чыслă ĕçĕ харама кайман унăн: ăна Вĕрентÿ министерствин, отрасльти профсоюзсен хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе пĕр хутчен çеç мар чысланă, 1984 çулта вара “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” паллă панă, сăнне “Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнекене кĕртнĕ.

Çакна палăртма кăмăллă. В. Трофимова вĕрентнĕ ачасенчен 14-шĕ ют çĕр-шыв чĕлхисене вĕрентекенĕн профессине суйласа илнĕ. Акă, сăмахран, М. Александрова, Л. Александров (Именкассинче ĕçлет), Н. Иванова, Г. Николаева, Н. Григорьева, Г. Сильвестрова т. ыт. те. Çакăншăн епле савăнмăн.

Паян килĕнче мăшăрĕпе иккĕшех пурăнаççĕ Трофимовсем. Икĕ ывăлĕ те тĕп килтен уйрăлса тухса Супарта уйрăм çурт-йĕр çĕкленĕ. Асли, Олег, çемйипе Шупашкарта пурăнать, кунти хуралтăсемпе çĕр участокне дача вырăнне кăна усă кураççĕ. Мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Инна куçар уçăра ĕçлет, Олеся планпа экономика колледжне пĕтернĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕн мăнукĕн ачи, Никита, ÿсет.

Игорь те Супарти Шкул урамĕнче хăтлă пÿрт-çурт туса лартнă. Пĕр вăхăт вăл “Новая сила” хуçалăхра тĕп инженерта тăрăшнă, кайран “Сельэнерго” тытăмĕнче вăй хунă. Унтан мăшăрĕпе Людмилăпа (вăл та Шупашкарти педуниверситетра нимĕç чĕлхине вĕрентекен специальноçе алла илнĕ) предприниматель ĕçне кÿлĕннĕ. Паян Трофимовсем райцентрти “Суту-илÿ картишĕ” пасарта апат-çимĕçпе суту-илÿ тăваççĕ. Икĕ ывăл ÿсет: Эдик Мускаври авиаци институчĕн пĕрремĕш курсĕн студенчĕ, Женя 8-мĕш класа çÿрет.

В. Трофимован учительте ĕçленĕ май обществăлла чылай ĕçе те пурнăçлама тивнĕ. Вăл нумай хушă “Гигант” хуçалăхри хĕрарăмсен канашне ертсе пынă, республикăри хĕрарăмсен 5-мĕш сăездне делегат пулса хутшăннă, Чăваш енри хĕрарăмсен делегацийĕн йышĕпе Мускава кайса курнă, унти паллă вырăнсемпе паллашнă, “Пĕлÿ” обществăн вырăнти организацийĕн секретарĕнче тăрăшнă, профсоюз коллективĕн лавне туртнă, политинформатор пулнă, ял çыннисем хушшинче пур енлĕн ăнлантару ĕçне туса пынă. Тата педагогсен художество коллективĕн хастар членĕсенчен пĕри пулнă. Учительсем хăйсен юрри-ташшипе хамăр тăрăхра çеç мар, Çĕрпÿ, Вăрнар, Шупашкар районĕсенче те сахал мар пулнă.

— Вторина Прокопьевна, сирĕн ятăр епле мăнаçлăн та илемлĕн янăрать. Ăçтан тупса çак ята хума пултарнă-ха сире аçăр-аннĕр тата вăл мĕне пĕлтерет? — çак ыйтăва памасăр тăма пултараймарăм эпĕ кил хуçи хĕрарăмне. — Пĕлетĕр-и эсир, — терĕ вăл, — çак ятпа çÿрекенсене эпĕ хамăр тăрăхра вуçех асăрхаман. Мана çак ята хурассишĕн атте, Прокопий Матвеевич çине тăнă. Ун чухне вăл ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче ĕçленĕ. Каярах хаклă çыннăмăрăн кун-çулĕн чылай пайĕ Чурачăк районĕпе çыхăнчĕ. Вăл кунта потребительсен обществине ертсе пынă, чылай хушă перекет банкĕн заведующийĕнче вăй хунă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика