27 февраля 2009 г.
Ача çут тĕнчене килнĕ хыççăнах тăван çĕр-шыв гражданинĕ пулса тăрать. Хальлĕхе вăл пĕчĕк-ха, хăйĕн прависемпе тивĕçĕсене ăнланмасть-ха. Анчах кашни пепкенех çемьере пурăнма, тивĕçлĕ воспитани илме, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхне туйма, пур енлĕн аталанма право пур. Çапах та тĕрлĕ сăлтавсене пула хăш-пĕр ачасем, киревсĕр çул-йĕр çине тăрса, никам пăхмасăр, ашшĕ-амăшĕсĕр ÿсеççĕ. Апла пулсан ашшĕ-амăшĕсем асăрхаса çитереймен. Камăн айăпĕ? Шăпах паян çавăн йышши ачасем республика патшалăх ятарлă вĕрентÿпе воспитанин хупă йышши “Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул” учрежденийĕнче пĕлÿпе воспитани илеççĕ. Паянхи номерте асăннă шкулăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Р. Осипова каласа парать.
Упири ятарлă хупă йышши шкула 2003 çулта уçнă. Паян кунта çамрăк кун-çулĕнчех хăйсене япăх енчен кăтартнă 11—16 çулсенчи 25 ача воспитани илет. Çак йыша 55 çын пăхса тăрать: вĕрентет, канăвне йĕркелет, сывлăхне сиплет, тутлă апат-çимĕçпе сăйлать, ашшĕ-амăшĕн тивĕçне пурнăçласа пырать. Коллектива “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ”, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Ю. А. ВАСИЛЬЕВ ертсе пырать. Вăл вĕрентÿ тытăмĕнче 20 çул ытла вăй хурать. Тĕрлĕ шăпаллă ачасем лекнĕ пирĕн шкула: пĕрисем ача çулĕнчех вăрă çулĕ çине тăнă, теприсем пĕчĕклех алла çĕçĕ тытса юлташĕсене, çывăх çыннисене пысăк сиен кÿнĕ.
Шкулта воспитани ĕçне вĕрентÿпе воспитани планĕпе килĕшÿллĕн туса пыратпăр. Кунта вĕрентÿ процесĕн урокĕсене, шкул тата класс тулашĕнчи мероприятисене тĕллевлĕн усă куратпăр. Воспитани процесне малалла аталантарса пыма эпир çакăн пек тĕллев лартнă: ачан хăйĕн ÿсĕмĕнче активлă пурнăç позицийĕ йышăнма, унăн хăйĕн йышăнăвĕшĕн тата юлашкинчен пулнă кăтартушăн яваплăха хăй çине илме вĕренмелле, ăсталăха хăй тĕллĕн ÿстерсе пыма хăнăхмалла, хăй тĕллĕн аталанмалла, воспитани илмелле. Эпир хамăр ума лартнă тĕллевсемпе задачăсене воспитани ĕçĕ урлă пурнăçлама çак енсене пăхнă: патриотизм туйăмĕ илесси; ăс-хакăлпа нравственность; спортпа сывлăха çирĕплетесси; экологи, ĕç.
Кашни класс-ушкăна педагог тата уйăрнă воспитатель асăрхаса, пăхса тăраççĕ. Вĕсем хăйсем çине хунă тивĕçсене пурнăçланисĕр пуçне çемье функцийĕсене те илеççĕ.
Воспитани концепцийĕн уйрăлми пайĕ, паллах, шкулти йăлана кĕнĕ уявсем пулса тăраççĕ. Акă “Сывă-и, Пĕлÿ çĕр-шывĕ”, Учительсен кунне халалланă “Сывлăх, сире, Вĕрентекенсем!” (йĕркелекенĕ П. М. Иванова воспитатель), “Кĕркунне парнисем”, “Çĕнĕ çул йăпатмăшĕсем” (Т. А. Игнатьева), амăшĕсене халалланă “Аннесем килте çук чухне!” ятлă конкурслă кану мероприятийĕ (Л. Ю. Осипова), ыттисем интереслĕ те пуян содержаниллĕ иртрĕç, вĕсем ачасен, вĕрентекенсен кăмăлне кайрĕç.
Ку вĕренÿ çулĕнче Этем правин кунне (явапли П. М. Иванова) тата Раççей Конституцийĕн кунне (Л. Г. Яковлева) пĕрлештерсе “Этем прависен эрнине” ирттертĕмĕр. Унта педагогсем çеç мар, вĕренекенсем те активлă хутшăнчĕç. Ачасем “Я имею право на...” темăпа реферат çырчĕç, “Раççейĕн символĕсем” ятлă вăйă ирттертĕмĕр.
Хамăр ĕçре тĕрлĕ формăсемпе тата мелсемпе усă курни çул çитменнисене яваплăха туйма, тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăха вĕренме, тăван тавралăха юратма витĕм кÿреççĕ.
Коллективлă воспитанире кашни ача патне уйрăммăн пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Воспитанин çак енне суйласа илсе пирĕн педагогсемпе воспитательсем тăтăшах уйрăммăн, ушкăнпа калаçусем йĕркелеççĕ, класс сехечĕсем ирттереççĕ, тĕрлĕ темăсемпе — хăвăра аслисем хушшинче тытасси; культура калаçăвĕ; санитарипе гигиена нормисене пăхăнни; вĕренÿ патне пырасси; гражданла тивĕç; шкулти кун йĕркине пăхăнасси — пĕлÿ сехечĕсем йĕркелеççĕ.
Воспитательсем ачасене сăнаса дневниксем йĕркелесе пыраççĕ.
Шкул тулли вĕренÿ кунĕн йĕркипе ĕçлет, çакă тĕп тата хушма вĕренĕве туллин çирĕплетсе хăварма май парать. Урок тулашĕнчи хушма вĕрентÿ урлă пирĕн педагогсем воспитанипе вĕрентÿ валли продуктивлă мелсем шыраса тупаççĕ.
Шкулта педагогсен ăсталăхне ÿстерес, воспитанин паянхи вăхăт ыйтакан требованийĕсене туса хатĕрленĕ çĕрте пулăшу кÿрес, творчествăлла пуçарусене пĕтĕçтерес тĕлĕшпе методика пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ. Унăн ларăвĕсене воспитательсене, класс ертÿçисене, психологи службин ĕçченĕсене чĕнетпĕр. Вĕсенче воспитанин хальхи концепцийĕсене алла илес, воспитани ĕçĕнче ăс-хакăл культурине ÿстерес, ытти ыйтусене пăхса тухатпăр, уйăхри ĕç планне йышăнса çирĕплететпĕр, ирттернĕ мероприятисене тишкеретпĕр. Акă, ларусенче Т. А. Игнатьева “Социаллă теветкеллĕхлĕ (риск) çемьесенчи ачасемпе ĕçлесси”, “Дети индига” (П. М. Иванова), “Çĕнĕ вăхăтри ачасем” (О. В. Леонтьева) темăсемпе тухса калаçрĕç.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине мала кăларса тăрататпăр. Спорт инструкторĕсем ертсе пынипе кунсерен спортпа сывлăх занятийĕсем иртеççĕ, спорт мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Кĕркуннехи çăмăл атлетсен кросĕ, “Хавас стартсем” иртеççĕ, мини-футбол, волейбол енĕпе ăмăртусем пулаççĕ. Пирĕн вĕренекенсем шкулта çеç мар, районпа республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕ “Çĕр-шыври ача-пăчан чи лайăх тренерĕ” проект хатĕрленĕччĕ. “Йывăрлăхсене çĕнтер” номинацире пирĕн шкулта ачасене ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентекен, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, аслă категориллĕ тренер В. Н. Григорьев çĕнтернĕччĕ. Эпир вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракансене, дисциплинăллă ачасене хавхалантаратпăр — темиçе кунлăх килĕсене яратпăр.
Шкулта ачасем хушшинче те спорт мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Оборонăллă-массăлла тата спорт ĕçĕн уйăхлăхне хутшăнса “Аты-баты, встань в солдаты” мероприяти, юрă юрласа стройпа утас смотр иртрĕ, “Лыжня России-2009-а” 21-ен хутшăнтăмăр.
Çынна сывлăх чи кирли. Шурă халатлисем “Сывлăха çамрăкран упра” темăпа тăтăшах тухса калаçаççĕ, “Тасалăх — сывлăх никĕсĕ”, “Шăлсене упрасси” темăсемпе уйрăм калаçусем йĕркелеççĕ. Шупашкарти иккĕмĕш хула больницин тухтăрĕсем тăтăшах пирĕн патăрта пулаççĕ.
Иртнĕ çул вĕренекенсемпе Шуршăлти А. Николаев космонавтăн музейĕнче пулса куртăмăр, çĕнĕ çул умĕн пирĕн пата ЧППУн музыкăпа педагогика факультечĕн студенчĕсем хăнана килчĕç.
Пирĕн шкулта социаллă психологи служби пур. Психологсене уйрăммăн ĕçлеме тата релаксаци (психологи йывăрлăхне сирме) пÿлĕмсем уйăрса панă. Вĕренекенсемпе право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарас тĕ-лĕшпе тата шкултан тухса тарасран калаçусем тăтăшах ирттернĕ.
Пĕтĕм коллектив ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе те çыхăну тытать. Вĕсем çак ыйтусемпе интересленеççĕ: “Манăн ывăл вĕренÿре епле ĕлкĕрсе пырать?”, “Унăн асăрхаттарусем нумай-и?”, “Эпир ăна хăçан каникула илсе кайма пултаратпăр?” тата ытти те.
Дежурнăйсен тĕп ĕçĕ — талăк тăршшĕпех ачасен ĕç-хĕлне йĕркелесе тăрасси.
Библиотека та воспитани ĕçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир унта вулакансен конференцийĕсем, диспутсем ирттеретпĕр. Н. Н. Миронова ĕçчен тăтăшах çĕнĕлĕхсемпе паллаштарса тăрать. Нина Никифоровна нумаях пулмасть хăйĕн юбилейне паллă турĕ, вăл библиотека тытăмĕнче 40 çул ытла вăй хурать. М. И. Матвеева педагог пулăшнипе уйăхсерен “Алые паруса” шкул хаçачĕ кăларса тăраççĕ. “Лепка”, “Белая ладья”, “Информатика”, “Столярное и слесарное дело”, ытти кружоксем ĕçлеççĕ.
Çапла пурăнать, ĕçлет Упири ятарлă шкул коллективĕ.