20 февраля 2009 г.
(Калав)
Хам ĕçлесе пурăнакан ялтан каç енне киле килме шоссе çулĕ çине тухрăм. Раштав сиввисем тăраççĕ пулин те, мулкачсене сиксе йĕр тумалăх та уйра юр çук.
Автобус чарăнăвĕнче тăрса чылаях шăнтăм. Çара сăрт енчен бортлă автомашина килни курăнчĕ. “Çул пăрлакĕнчен те хăрамасть. Ăçта хăвалать-ши ĕнтĕ?” — терĕм ăшра. Автомашина кĕçех унталла-кунталла пăркаланса илчĕ, чуна çÿçентерекен сасă туса, кювета кайрĕ.
Сехре хăппи! Тăватă урапине çÿлелле кăнтарса выртакан автомашина патне виркĕнсе пытăм. Лапчăнса пĕтнĕ уçă алăкран çынсем йăшăлтатни курăнчĕ. Чĕрĕ! Малтанах вăтам çулсенчи арçын упаленсе тухрĕ. Тепĕртакран — çамрăкраххи.
— Ачана тытăр-ха! — илтĕнчĕ кабинăран хĕрарăм сасси.
Ăшă утиялпа чăрканă ачана хам çума çупăрласа тытрăм. Хĕрарăма тухма алла тăсса патăм.
— Ваня! — ыталаса илчĕ вăл мана кĕтмен çĕртен.
Эпĕ те ăна палласа илтĕм. “Соня! Соня!” — кăлтлатса тапрĕ чĕре кăкăрта. Соня тахçан ман савни пулнăччĕ. Ак ăçта тĕл пултăмăр унпа!
Кун çинчен эпĕ манса кайнăччĕ. Хваттер карчăкĕ пĕр ирхине: “Учитель (çапла чĕнетчĕ вăл мана), сан пата хăнасем килчĕç”, — терĕ.
Соньăпа упăшки, иккен. Пĕчĕк ачине те пĕрле илсе килнĕ.
— Пирĕн Степăн хреснашшĕ çук, — пĕлтерчĕ Соня.
— Хирĕçместĕр-и? — ыйтрĕ унăн мăшăрĕ.
Кăмăла хирĕç кăмăл. Килĕшрĕм. Халь эпĕ Соньăсемпе куммаллă.