20 февраля 2009 г.
Туберкулез — ерекен чир. Вăл ытларах ÿпкене амантать. Анчах та çынăн организмĕнче кирек хăш вырăнта та аталанма пултарать.
Чире сарăлма пулăшаканĕсем:
— çителĕксĕр апат-çимĕç çини;
— сивĕ, нÿрĕ сывлăшлă вырăнта пурăнни;
— пирус туртни, эрех ĕçни, наркотикпе туслашни;
— кулянни,тарăхни;
— СПИДпа çывăхланни;
— организм тĕрлĕ чирпе аптрани (ÿпке чирĕ, сахăр диабечĕ, язва тата ытти те).
Чире сараканни — туберкулезпа чирлĕ çын. Вăл калаçнă, сунасланă, ÿсĕрнĕ чух туберкулез бактерийĕсем сывлăша сарăлаççĕ. Çак сиенлĕ сывлăшпа сывланă кашни çын чир ертме пултарать. Кун пек вăхăтра ытларах пĕрле пурăнакан, ĕçлекен е хутшăнакан çынсем аптраççĕ.
Туберкулез чирĕн паллисем çаксем шутланаççĕ:
— виçĕ-тăватă эрне тăсăлакан ÿслĕк;
— температура хăпарни;
— çывăрнă чух хытă тарлаттарни;
— вăй-хал пĕтни;
— кăкăр шăмми ыратни;
— апат анманни.
Чир-чĕрĕн вăрттăн тапхăрĕ пулнă пирки вăл çакланнă хыççăн 3—4 уйăхран çеç паллă пулать. Туберкеулеза палăртас тесен çулталăкра пĕрре флюорографи витĕр тухмалла.