20 февраля 2009 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн 2006 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн,транспорт законодательствине пăхăнса, çул-йĕр çинче аварисем пулассине сирес тĕлĕшпе, çулленех кварталсерен шкулсен автобусĕсен водителĕсемпе черетлĕ занятисем ирттерет.
Хальхинче те — февралĕн 13-мĕшĕнче — шкулсенчи водительсем черетлĕ занятие пухăнчĕç. Вĕсен умĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ, милици капитанĕ Владислав Алексеев тухса калаçрĕ.
Заняти дискусси мелĕпе вĕçленчĕ, унта водительсем тивĕçлĕ хуравсем илчĕç.