20 февраля 2009 г.
Мăн Шетмĕ шывĕ хĕрринче вырнаçнă пысăках мар Анатри Типçырма ялĕ. Ял ватăлсах пырать. Арçынсенчен чи ватти кунта Семен Романович Романов. Вăл майăн 1-мĕшĕнче 80 çул тултарать. Сăмахăм ун çинчен.
С. Романов Кушкă ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Роман Степанович, шкулăн тăватă класне вĕренсе пĕтерсен Мăн Шетмĕри, Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнчи ялпо председателĕнче, “Пахарь” хуçалăхра счетоводра ĕçленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан С. Романова Кушкăри А. Кузьминпа, А. Прокопьевпа, Е. Тимофеевпа, А. Семеновпа пĕрле Мари Республикинчи Сослонгер лагерьне яраççĕ. Вăл кунта политрук пулса салтаксене çар ĕçне вĕрентнĕ. Кунта пурнăç калама çук йывăр пулнă. Çимелли çитмен. Часах вăл чирлесе каять, Кушкăна таврăнать, 1942 çулта çĕре кĕрет.
Çеменĕн амăшĕ, Татьяна Матвеевна, “Пахарь”, Г. Димитров ячĕллĕ колхозсенче тăрăшнă. Пурĕ 3 ывăл пăхса ÿстернĕ вĕсем. Семен Романовичăн шăллĕ, Гена, чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Илле шăллĕ Кушкăра пурăнать.
Çемен çичĕ çул тултарсан Кушкăри 7 çул вĕренмелли шкула çÿреме тытăнать. Ун чухне шкул директорĕнче И. Андреев ĕçленĕ. Вăл паян кун та М. Захаров, П. Ефимов, ытти учительсене ăшшăн аса илет. С. Романова педагогика ĕçĕн ветеранĕпе М. Ильинпа, педагогпа тата композиторпа К. Архиповпа пĕр класра вĕренме тÿр килнĕ.
С. Романов шкул хыççăн “Пахарь” колхозра ĕçлеме пуçланă: суха тунă, авăн çапнă, кĕлте турттарнă. Сĕнтĕрвăрринчи ФЗО шкулĕнче вĕреннĕ, столяр-платник профессине алла илнĕ. Çак специальноçпа унăн Сахалинта ĕçлеме тÿр килет. Вăл унта пăрахутсем тунă çĕрте тăрăшать. Кĕçех салтак ячĕ тухать. Служба вăхăчĕ Благовещенск хулинче иртет. Çапла виçĕ çул сисĕнмесĕр хыçа юлать. С. Романов тăван тăрăха таврăнать. Кĕçех вăл Анатри Типçырмари В. Димитриевапа çемье çавăрать. 4 ача пăхса çитĕнтереççĕ вĕсем мăшăрĕпе. Асли, Зоя, Кÿкеçре ĕçлесе пурăнать, çемьеллĕ. Георгий чылай хушă Мурманск хулинче ĕçлесе ирттерчĕ, халĕ яланлăхах Шупашкара куçса килчĕ. Зина вара Мускавра тĕпленнĕ. Кĕçĕнни, Борис, радиотелемастерта тăрăшать.
С. Романов тăван “Мичуринец” хуçалăхра столяр-платникра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çак хушăра вăл хамăр тăрăхри миçе çынна пÿрт-çурт, ытти хуралтăсем çĕклеме пулăшман-ши? Сакăр теçетке тултаракан ватă халĕ те ахаль лармасть. Çуллахи вăхăтра вĕлле хурчĕсемпе аппаланать, килти хуçалăхри ытти ĕçсене пурнăçлать.