АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2009” — Красноармейскинче

20 февраля 2009 г.

 

Нарăс уйăхĕн 14—15-мĕшĕсенче Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнчи трасса çинче йĕлтĕрçĕсен Пĕтĕм Раççейри XXVII уçă “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2009” ăмăртăвăн районти тапхăрĕ иртрĕ.

Шăмат кун кунта шкул ачисем вăй виçрĕç. Тупăшăва 250-ăн хутшăнчĕç.

Вырсарни кун вара ял тăрăхĕсенчи, предприятисемпе организацисенчи тата учрежденисенчи йĕлтĕр спортне кăмăллакансем старта тухрĕç. Спорт уявне уçнă май, вĕсене район пуçлăхĕ, “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ С. А. Николаев ăшшăн саламларĕ, ÿт-пÿре çирĕп вăй-хал сунчĕ, спорт ветеранне М. С. Семенована “Единая Россия” парти членĕн билетне пачĕ.

Кĕçех йĕлтĕрçĕсем старт илчĕç. VIP-тупăшăва ыттисен шутĕнче район пуçлăхĕ С. А. Николаев та хутшăнчĕ, çамрăк ертÿçĕсене пĕртте маххă памарĕ, финиша 5-мĕш çитрĕ (каярахпа, хăй çулĕсенчи спортсменсем хушшинче те Станислав Андреевич каллех 5-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ). VIP-тупăшура вара арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна — Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Н. Данилов, хĕрарăмсенчен район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А. В. Михайлова тухрĕç.

Çулсене кура йĕркеленĕ пур ушкăнра та хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Çĕнтерÿçĕсем медальсемпе дипломсене тата асăнмалăх призсене тивĕçрĕç. Çак кун çеç 500-е яхăн йĕлтĕрçĕ старт илчĕ, дистанцире хăйĕн вăй-хăватне кăтартма, сывлăхне çирĕплетнипе пĕрлех чун хавхаланăвне çĕклеме пултарчĕ. Трасса çинче çулĕсемпе чи аслисем çак кун Именкассинчи К. Ф. Шачкинпа Çеçмерти П. А. Шумилов пулчĕç, вĕсем иккĕшĕ те — 75 çулта. Константин Филипповичпа Петр Александровича ку евĕр ăмăртура çулленех курма пулать.

Финишра йĕлтĕрçĕсене вĕри чей кĕтрĕ. Обществăлла апатлану предприятийĕнче вăй хуракансем вара вĕсене тата ăмăртăва курма пынисене шашлăк, ытти апат-çимĕç сĕнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика