АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕн Шетмĕри кану çуртне — 35 çул

20 февраля 2009 г.

 

Кĕçĕн Шетмĕ ялне пырса кĕнĕ чух икĕ хутлă шурă çурт аякранах курăнса ларать. Унта Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ, “Нива” ЯХПК правленийĕ тата кану центрĕ вырнаçнă. Февралĕн 17-мĕшĕнче çак çурта хута янăранпа 35 çул çитрĕ.

Унтанпа Кĕçĕн Шетмĕре мĕн чухлĕ шыв юхмарĕ пулĕ? Çак тапхăрта кану центрĕн сцени çинчен Чăваш енти творчество колллективĕсем, ытти професси çыннисем миçе хутчен хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарман-ши?

Кану центрĕн уявĕ çывхарнă май, ырă, ăшă туйăмпа кĕçĕншетмĕсемпе тăхăртакасене, ванюшкассисемпе пшонкăсене, очкассисемпе кăмакалсене, танăшсене уяв ячĕпе чĕререн саламлас килет. “Культура вучахне” тытса тăма пулăшакан “Нива” ЯХПК, ял тăрăхĕн ертÿçисене, вăтам шкул, ытти коллективсене тав сăмахĕ каласшăн. Паян кун та культура çуртĕнче вăй хунă ентешсене — А. Михайлова, Е. Иванована, Л. Ильинана, И. Антонована, С. Гаврилова, А. Козлована, М. Никифорована, В. Телепова, А. Бажбенована, клуб совечĕн активлă членĕсене — В. Яковлева, Л. Никитинана, А. Сергеевана, И. Ефремова, А. Игнатьевана кăмăллăн аса илетĕп.

Февралĕн 21-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри кану çуртне хута янăранпа 35 çул çитнĕ май савăнăçлă каç иртет. Вăл 20 сехетре пуçланать. Унта хапăл туса кĕтетпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика