17 февраля 2009 г.
Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта “Кăмăл” литература кружокĕ ĕçлет.
Кунта вĕренекенсем сăвă-калав çырма хăнăхаççĕ. Акă, анчахрах шкулта Нестер Янкас 100 çул тултарнине халалласа çамрăк сăвăçсен конкурсĕ пулчĕ. Унта 5—8-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен сăввисене вуларĕç. Уйрăмах жюри конкурсра А. Михайлов, Н. Марков, С. Феофанова, С.Яковлев вĕренекенсен сăввисене пысăк хак пачĕ.