АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк вокалистсем тупăшрĕç

17 февраля 2009 г.

 

Нумаях пулмасть газ уçлакансен Заволжски клубĕнче çамрăк вокалистсен III конкурсĕ иртрĕ

“Çамрăк сасăсем”. Çапла ят панă ку хутĕнче çамрăк вокалистсен тупăшăвне. “Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн” профсоюз комитечĕпе Заволжски клубăн творчество коллективĕ çине тăнипе тата йĕркеленипе вокал искусствине юратакан çамрăксем виççĕмĕш хут пĕр çĕре пухăнчĕç. Пысăках мар зал кĕçĕннисен пултарулăхне кăмăллакансемпе тулнă. Çавăнпах кашни номер хыççăнах тăвăллăн алă çупни илтĕнче тăчĕ. Конкурсра 5— 16 çулсенчи 18 ача тупăшрĕ. Вĕсем хăйсен юррисенче тĕрлĕ тема çĕклерĕç: кам Робинзон, кам амăшĕн чĕри, кам тинĕс леш енчи пурнăç çинчен юрларĕ. Анчах сцена çине тухнă кашни ачах хăйĕн чĕрин пĕр пайне парнелеме тăрăшрĕ. Акă районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ачасен “Çунат” творчество кружокĕн членĕ, 7 çулхи Анна Николаева пирвайхи хут çак сцена çине тухрĕ. Мĕнех калăн куракансем умĕнче хăйне тытма пĕлни, “Зимняя песня” юрра аван шăрантарни жюри членĕсене те тĕлĕнтерчĕ. Аня хăйĕн ÿсĕмĕнчисем хушшинче I степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Çамрăк çĕнтрÿçĕне вĕрентсе, хавхалантарса пыраканĕ — Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ Н. Николаева.

Ытти ÿсĕмре те, номинацисенче те ачасем пысăк пултарулăх кăтартнă. Творчество комиссийĕ, унта халăх музыкин “Раштав” тата ачасен “Шурăмпуç” фольклор ансамблĕсен илемлĕх ертÿçи А. Тюмеров, Шупашкарти эстрадăпа джазăн “Сингл” ушкăнĕн ертÿçи В. Арисова тата Заволжски клуб заведующийĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. Владимирова кĕнĕ, ачасен юрлас пултарулăхĕ, хăйсене сцена çинче тытасси çултан çул ÿссе пынине палăртнă.

Конкурса хутшăннă кашни ачах дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика