АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ванюшкасси шкулĕ

17 февраля 2009 г.

 

Ванюшкасси ялĕн варринче ларать пилĕк стеналлă ĕлĕкхи çак çурт. Чăн-чăн историне кĕрсе юлнă вăл. Хальхи вăхăтра çĕкленекен уйрăм çын çурчĕсемпе танлаштарсан пысăках мар вăл. Анчах хăй вăхăчĕшĕн пысăк та илемлĕ çурт шутланнă. Кунта пурнăç вĕресе тăнă, ача-пăча сасси янăраса чуна савăнтарнă. Чăн-чăн пĕлÿ керменĕ пулнă вăл.

Çак çуртра пуçламăш шкул пулнă, Ванюшкассипе Пшонкă ялĕсенчи ачасем пĕрремĕш класран пуçласа тăваттăмĕш таран вĕреннĕ. Икĕ пÿлĕмлĕ çуртра тăватă класс епле вырнаçнă-ши? Пĕрремĕшпе виççĕмĕшсем пĕр пÿлĕмĕнче, иккĕмĕшпе тăваттăмĕшĕсем тепĕр пÿлĕмĕнче вĕреннĕ. Учительсен пĕр харăсах икшер класс ачисене вĕрентме лекнĕ, ĕçĕ пĕртте çăмăл пулман пулас.

Шкул çурчĕн историйĕ те интереслĕ. Ялта Гришка Коли çамрăк арăмĕпе тата вĕтĕр-шакăр пилĕк ачипе пурăннă. Кил хуçи вăтам хресчен шутланнă. Тырă вырнă вăхăтра çурла тытма пултаракансем пурте уй-хире тухнă, çак ĕçе 7—8 çулхи ачасене те вĕрентнĕ. Колькăн вунпĕр çулхи хĕрĕ, йăрăскер, ÿссе çитнĕ хĕрсемпе танах ĕçлеме пултарнă. Натли (Натали) кăнтăрлахи апат валли çăмарта пĕçерсе килме шутлать. Килне çитет, пахчара вучах чĕртет, унта çăмарта пĕçерет. Юлашкинчен васканипе вучахне тĕплĕн сÿнтермесĕрех ĕçе тухса чупать. Сÿнмен вут-кăвартан пушар тухать, унта кил-çурт çунса кĕлленет. Юрать-ха çиллĕ çанталăк пулман, пĕтĕм ял çунса кайма пултарнă.

Çав çулсенче вут-кăварта шар курнă çынсене патшалăх пăрахман, тÿлевсĕр вăрман уйăрса панă. Чăвашсен ĕлĕкхи йăлипе мĕн пур йывăр ĕçе нимелле пурнăçланă: вăрман каснă, ăна лашасемпе турттарнă, пура тунă, çурт-йĕр çавăрнă. Çурт-йĕрсĕр юлнă Гришка Кольки, ял-йыша тĕлĕнтерес тенĕ пекех, илемлĕ, пилĕк стеналлă пÿрт туса лартать. Çак вăхăтра хура тар юхтарса çителĕклĕ пурнăç тума пултаракан çынсене “кулак” ятне парса хуçалăхне тустарса ссылкăна ямалли пĕрремĕш хум çывхарнă. Пирĕн ялта никам та ăнланман ун çинчен. Наталин çăмăлттайлăхне пула тухнă пушарта Гришка Колькин çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтмен пулсан, кил хуçи çемйипе çавăнтах пурăннă, кулак ятне илтмен пулĕччĕ. Çĕнĕ те илемлĕ çуртра нумаях пурăнайман çак йыш, часах кил хуçине суд йышăнăвĕпе аякка ăсатнă, арăмĕпе ачисене кивĕ çурта “вырнаçтарнă”.

Кулак çуртĕнчен вара шкул туса хунă. Каярахпа ăна хальхи вырăна куçарса лартнă. Кулак ачисем ашшĕсĕрех ÿссе çитĕннĕ. Натали вăтам пĕлÿ илнĕ, каярах медицина енĕпе аслă пĕлÿ илме пултарнă. Именкасси ялне качча тухнă. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, çар врачĕ пулса аманнă салтаксене сипленĕ.

Ванюшкасси пуçламăш шкулĕнчен пĕр пин ытла ача вĕренсе тухнă, пурнăçăн пĕрремĕш утăмĕсене тунă. Эпĕ те çак шкулта 1954— 1958-мĕш çулсенче вĕреннĕ. Пĕрремĕш класра пире анчахрах алла диплом илнĕ çамрăк учительница вĕрентрĕ, эпĕ ăна мĕнле чĕннине те астумастăп. Каярах пире Семен Петрович , София Ильинична вĕрентнĕ. Тата çак учительсем асран тухмаççĕ: Андрей Гурьевич, Пантелеймон Матвеевич, Мария Степановна (хамăр ялтанах), Евдокия Егоровна, Илья Иванович. Вĕсемсĕр пуçне тĕрлĕ вăхăтра урăх педагогсем те ĕçленĕ, паллах.

Çавăн пек истори Ванюшкассинчи пуçламăш шкулăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика