АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Топливăпа энергетика ресурсĕсене мĕнле перекетлетпĕр?

13 февраля 2009 г.

 

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче, тунти кун ирхине район хăй тытăмлăх канашĕн анлă черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта ку хутĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене çеç мар, шкулсен директорĕсемпе ача сачĕсен заведующийĕсене те чĕнчĕç.

Ытахальтен мар. Топливăпа энергетика ресурсĕсене перекетлессипе вĕсенче мĕнле ĕçлеççĕ-ха? Шел те, хăшĕ-пĕри ларура ку ыйтупа татăклă хурав параймарĕ, ăна кун йĕркине кĕртнине пĕлмен-мĕн. Ку тĕп тĕрĕс сăлтав мар тесшĕн. Нивушлĕ ертÿçĕн хăйĕн коллективĕнче электроэнерги, ăшă перекетлесси мĕнле пынине кирек хăçан ыйтсан пĕлмелле мар? Интереслĕ пек: хушаççĕ-ыйтаççĕ — пĕлетпĕр, малтан пĕлтерсе хумасан вара — нимĕн те калаймастпăр.

Çак ыйтупа малтан район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А. В. Михайлова тунă доклада итлерĕç. Ангелина Васильевна çакна палăртрĕ: ЧР Министрсен Кабинечĕпе район администрацийĕ хушшинче экономикăпа социаллă аталанура килĕштерсе ĕçлемелли Килĕшÿре “Топливăпа энергетика ресурсĕсемпе эффективлă усă курасси” пай тĕприсенчен пĕри пулса тăрать. Район бюджетĕнче вĕсен расхучĕсем 10600 пин тенкĕпе е бюджетăн мĕн пур тăкакĕсен 6,1 проценчĕпе танлашнă. Районăн бюджет тытăмĕ, пĕтĕмĕшле илсен, бюджет учрежденийĕсем топливăпа энергетика ресурсĕсем усă курнăшăн тÿлемелли укçа-тенкĕне перекетлес енĕпе йышăннă мĕн пур обязательствăна пурнăçланă. Çапах та вĕсемпе туллин усă курмалли майсем татах та пулнă. Бюджет учрежденийĕсен мĕн пур ертÿçисен задачи — 2009 çулта ку ресурссене перекетлеме тивĕçлĕ мерăсем йышăнасси, ăçта май пур çавăнта ăшăпа, шывпа усă курнине шута илекен приборсем вырнаçтарасси, топливăпа энергетика ресурсĕсене перекетлесси мĕнле пынине тĕрĕслесех тăрасси.

Ăшă энергине перекетлессипех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн районти предприятийĕн директорĕн ĕçĕсене тăвакан А. А. Никифорова та тухса каларĕ, парăмсем пур ял тăрăхĕсемпе организацисене асăнчĕ.

Йышăнура перекетлĕх ыйтăвĕпе хальлĕхе предприяти-организацисенче çителĕксĕр ĕçленине, парăмсене татасси тĕпре пулмаллине, ку енĕпе эрнесерен мониторинг ирттермеллине, уйăракан укçа-тенкĕ виçине тăкаксем тунă чухлĕ пĕчĕклетмеллине, ăшăпа шыва шута илмелли приборсем вырнаçтармаллине кăтартса хăварчĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа — “Красноармейски районĕн 2009—2011 çулсенчи пушар хăрушсăр-лăхĕ” районти программăна пурнăçланă май, муниципаллă пушар хуралне йĕркелемелли мероприятисене пурнăçласси мĕнле пыни тата социаллă сфера учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхне йĕркелемелли мерăсем çинчен” — район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов тухса каларĕ. “Пĕлтĕр районта 32 пушар пулнă, çав шутра Упи ял тăрăхĕнче — 6, Мăн Шетмĕ енче — 5, Кĕçĕн Шетмĕпе Красноармейски ял тăрăхĕсенче — 4-шар. Иртнĕ çулхи январьте районта вут-кăвар тухман пулсан, кăçалхи çак тапхăрта вĕсене 3 шута илнĕ. Апла пулсан лару-тăру лăпкă теме çук. Ав, Тусайри пушара сÿнтерме кунти техника хутшăнайман та. Пушар машинисем “Нива” тата “Караево” хуçалăхсенче кăна юсавлă, шел, вĕсене çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтересси те ыйтуллă. Упипе Алманч ял тăрăхĕсенче, ав, муниципаллă пушар хуралне туса хума пăхнă, паянчченех çук-ха вĕсем. Тĕрĕслевсем хыççăн ял тăрăхĕсен чылай пуçлăхне штрафланă пулин те, палăртнă çитменлĕхсенчен хăтăлма васкамаççĕ, ку енĕпе мероприятисен планĕсене те хатĕрлемен”, — терĕ Николай Илларионович. Чăн та, хăш-пĕр çĕрте çынсене пушар тухас-тăвас пулсан çуртран илсе тухмалли (эвакуацилемелли) çĕнетнĕ плансем те çук. Укçа-тенкĕпе çыхăнман ыйтусем татах та пур, анчах вĕсене те татса пама тăхтаса тăраççĕ вĕт. Мĕнпе ăнлантарма пулать-ха çакна? Паллах, пуçлăх-ертÿçĕсен явапсăрлăхĕпе çеç.

Патшалăх пушар хăруш-сăрлăхĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Б. Н. Федотов та çак ыйтупах калаçрĕ, хăш-пĕр килсенче электропăралуксем юхăнса-хавшаса çитни, мунчасенче тимĕр кăмакасем йĕркене пăсса вырнаçтарни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ, хăйсем пĕлтĕр Чатукасси ял тăрăхĕнчи кашни ялти уйрăм хуçалăхрах тĕрĕслевпе пулнине, çакнашкал мероприятин усси пысăккине палăртрĕ.

Район пуçлăхĕ С. А. Николаев, ку ыйтупа калаçнă май, шкулсенче пушар хăруш-сăрлăхĕн кунĕсене тăтăшах йĕркелесе ирттерме, комиссипе пĕр-пĕр ял тăрăхне тĕрĕслесе канашлура пăхса тухма сĕнчĕ. Ку ыйтупа ларура тивĕçлĕ йышăну турĕç.

Ветеринари службисем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе 2008 çулта мĕнле çыхăнса ĕçлени тата 2009 çулта ку енĕпе тăракан задачăсем пирки пухăннисем умĕнче районти ветстанци начальникĕ, патшалăхăн районти тĕп ветеринари инспекторĕ В. Ф. Николаев тухса каларĕ. Ку информацие шута илчĕç, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хуçасăр йытăсем пирки мерăсем йышăнмаллине кăтартса хăварчĕç.

Ларура районта “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2009” чупăва ирттерес ыйтупа физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н. Лебедев пĕлтернине те итлерĕç.

Çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче района йĕркеленĕренпе 75 çул çитет. Ăна парнесемпе кĕтсе илмелле. Ав, çавна май ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе районта смотр-конкурс ирттерме йышăннă. Положени çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ номинацисем пулаççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен смотр-конкурса активлă хутшăнма çине тăрасчĕ, юбилей умĕнхи тапхăрта пите хĕретмелле ан пултăрччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика