13 февраля 2009 г.
Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă манăн ентешĕмсем чĕререх. Вĕсенчен вăрçă хирĕнчен сып-сывă таврăннисемпе курнăçнисем те асрах-ха. Акă, Анат Кушарти Яков Григорьев, Карайри Георгий Евдокимов, Хусакассинчи Мефодий Чернов, Танăшри Кирилл Антонов, Янкасри Иван Дмитриев тата Пикшикри Нестр Васильев фронтовиксем чи çывăх тус-юлташсемех пулнă. Вĕсен йышĕнчен халь Пикшикри Н. Васильев гварди сержанчĕ, пулемет расчечĕн командирĕ пулнăскер, сывах-ха. Манăн сăмахăм çав йышра Сталинградшăн юн тăкнă тепĕр паттăр ентешĕмĕр çинчен. Хăш-пĕр сăлтавсене пула унăн ятне-хушаматне кăтартмарăм эпĕ. (автор).
Ырă çын вилсен ырă ят юлатех. Ăна ял-йышра ватти-вĕттипех хисеплеме манмасть. Чăнах та, унăн, халăхшăн вăй-халне, сывлăхне шеллеме пĕлменскерĕн, чысĕпе мухтавĕ, пархатарлă ĕçĕ нихăçан та вилĕмсĕр. Вăл ял ачи пулса ÿснĕ. Тăван тăрăх илемĕ тыткăнланă ăна. Ачалăхпа çамрăклăх çулĕсем хăвăрт иртнĕ. Ялти вăтам шкул сакки хыççăн малалла вĕренме шутланă каччă. Тăван çĕр-шыв çине гитлер эшкерĕ килсе тапăниччен, пĕр çул маларах, салтак ячĕ тухнă унăн. Мĕн тăвăн?.. Вăрçă…
1942 çулта нимĕç захватчикĕсемпе куçа-куçăн тăнă вăл. Украина,Сталинград фрончĕсенче çапăçнă. Кашни тытăçурах паттăрлăхпа, хăюлăхпа палăрнă ентешĕмĕр те. Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕшĕн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă чарăннă хыççăн патшалăхăн яваплă ĕçĕсенче ырми-канми вăй хунă. Районти ялсенчи ытти ветерансем пекех, çамрăк ăрăва вăрçăри салтаксенчен ырă тĕслĕх илсе, ĕçлеме, пурăнма, малашлăха пăхма хавхалантарнă.
Халь вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Тăпри çăмăл пултăр çеç. Манмастпăр паттăра! Анчах та пирĕн хушăра çывăх тус-юлташăмăра манăçран кăларас шухăшлисем те пур-мĕн. Анчахрах, çÿп-çап ещĕкĕнчи ытти ăпăр-тапăр хушшинче, пĕр сăн ÿкерчĕке асăрхарăм. Тÿрех палларăм. Вăрçă паттăрĕн-çке ку терĕм. Мĕнле майпа тухса выртнă-ха вăл кунта? Юрать-ха ытти çĕрте йăваланса çÿренĕ пулсан, тен… Тарăхнипе куç хуралса килчĕ. Пуç çаврăнчĕ. Çав-çавах хама лăпкă тытрăм. Эпĕ çÿп-çап ещĕкĕ çывăхĕнче шурăхса кайнă, кăмăлсăр сăн-питсĕр тăнине пĕр арçын асăрхарĕ-ха. Сăн ÿкерчĕк тупрăм, кил кăтартатăп. Паллатăн-и, тесшĕнччĕ те… Çук, çывăха та пымарĕ, “манăн вăхăт çук” сăлтавпа килнелле таплаттарчĕ.