АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç ыйтакан çул-йĕрпе

13 февраля 2009 г.

 

Иртнĕ çул ку йĕркесен авторне Карай, Алманч, Чатукасси, Кĕçĕн Шетмĕ тата ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче пулса райпо тытăмĕнчи суту-илÿ предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тÿрремĕнех интересленме тÿр килнĕччĕ. Тÿрех калас пулать, кунти ĕçченсем рынок тапхăрĕнче çухалса кайманнине, конкуренци условийĕсенче пысăк хастарлăх тата çаврăнăçулăх кăтартнине хам куçсемпе курса ĕнентĕм. Çавăнпа мана райпо уполномоченнăйĕсен çулталăк кăтартăвĕсемпе иртекен пухăвне чĕнсен, унта эпĕ пысăк кăмăлпа хутшăнтăм. Мана райпон иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма кăсăклă пулчĕ. Аяларах ку пуху епле иртни пирки кĕскен каласа паратăп та.

Малтанах райпо канашĕн председателĕ А. Дмитриева тунă докладпа паллаштарам. Доклад нумай вăхăт йышăнмарĕ. Альбина Ильинична кĕске хушăрах 290 çынран тăракан туслă йышăн (райпора паян шăпах кун чухлĕ çын тăрăшать) ĕçĕ-хĕлне уçса пачĕ, тĕллевсене палăртрĕ.

Халĕ районта кооператив участокĕсем 23, вĕсенчен 12-шĕ ялсенче, 11-шĕ район центрĕнче. 226 пайщик. Январьте пур кооператив участокĕнче те пайщиксен пухăвĕсем иртнĕ. 2008 çулта райпон ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ 199,3 миллион тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм малтанхи çулхинчен 36,5 процент, танлаштаруллă хаксемпе 19,2 процент. Тавар çаврăнăшĕ çулран çул ÿсет, магазинсем çĕнĕ таварсемпе пуянланаççĕ, ассортимент анлăланать. Районти кашни çын пуçне 11925 тенкĕ тавар сутнă, ку малтанхи çулхинчен 42 процент нумайрах. 58 суту-илÿ предприятийĕнчен 48-шĕ ÿсĕмлĕ ĕçленĕ. Мăн Шетмĕ, Васнар, Именкасси, Кĕçĕн Шетмĕ, Нимĕчкасси, Пикшик, Пшонкă, Çĕньял Упи, Сурăмхĕрри, Кивĕ Йĕкĕт, Шупуç, Еншик Чуллă магазинĕсем, райцентрти апат-çимĕç магазинĕсем тăваттăшĕ те, хуçалăх магазинĕ, ветаптека уйăхсеренех плансене тултарса пынă. Райпо тăваттăмĕш çул халăха кирек мĕн хак тăракан тавара пĕчĕк процентпа (малтанхи виçĕ уйăхра процентсăр) сутать. Пĕлтĕр кĕтмелле 2521 пин тенкĕлĕх тавар сутнă. Апат-çимĕç таварĕсем сутакан иккĕмĕш, “Кĕпе-тумтир”, “Йăла техники” магазинсенче çынсем таварсене хăйсем суйласа илсе туянассине (самообслуживани) йĕркеленĕ. Халĕ ку меслетпе 7 магазинпа пай ĕçлет.

Пĕлтĕр обществăлла апатлану тавар çаврăнăшĕ 10,5 процент ÿснĕ. 3 кафе, 4 буфет, кондитерпа пулă цехĕсем, “Бистро” предприяти ку тытăмра. “Колос” тата “Мечта” кафесенче хальхи шкафсем, пароконвектоматсем (кашни 120 пин тенкĕлĕх) вырнаçтарнă. Ку апат пахалăхне лайăхлатма, чĕр тавара, электроэнергие, апат хатĕрлес вăхăта перекетлеме май парать.

Пĕлтĕр çăкăра 656 тонна е малтанхи çулхинчен 16 тонна сахалрах пĕçернĕ, булка, шушкă, сухари изделийĕсем кăларасси ÿснĕ. Çăкăр комбиначĕ булкăпа кондитер изделийĕсене 50 ытла тĕрлĕ кăларать. 2008 çулта чуста уйăракан, çавăракан хатĕрсем тата ытти тĕрлĕ оборудовани, 1 миллион тенкĕлĕх, вырнаçтарнă. Комбинатра халĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Хатĕрлев çаврăнăшĕ 19894 пин тенкĕпе танлашнă е 4,7 процент ÿснĕ. 12 енрен улттăшĕнпе (аш-какай, пахча çимĕç, шултра тата вĕтĕ тир чĕр таварĕн, çăм, кивĕ хут хатĕрлевĕ) ÿснĕ. 18,2 тонна эмел чĕр таварĕ, 48,6 тонна кивĕ хут пухнă. Çапах та хатĕрлев çаврăнăшĕнче 80 процент сĕт йышăнать. Сĕт хакĕ пĕчĕк пулин те 33 магазин сĕт пухассипе çулталăкĕпех ĕçлет. Ку тĕлĕшпе Крентейкасси, Яманак, Мăн Шетмĕ, Типçырма, Пайсупин, Çĕньял Упи, Кĕçĕн Шетмĕ, Енĕшкасси, Шăнарпуç, Янмурçин, Шупуç, Нимĕчкасси магазинĕсем, 1-мĕш номерлĕ апат-çимĕç магазинĕ аван ĕçлеççĕ.

Кăçал райпо тавар çаврăнăшне 25 процент ÿстерме палăртать.

2007 çултан райпо тытăмĕнче ĕçлесе пенсие тухакансене валли укçа пухса пыраççĕ. Пĕлтĕр 58 çынна çăмăллăхлă (çулталăкра 6 процентлă) ссуда, 1476 пин тенкĕлĕх, панă.

Пĕлтĕр райпора уйăхри вăтам ĕç укçи 7936 тенкĕпе танлашнă.

Райпо правленийĕн председателĕ З. Артемьева Васнар магазинĕ Вутлан, Кÿлхĕрри тата Йÿçкасси ялĕсене таварсем илсе тухса сутнине, ку тĕлĕшпе Мăн Шетмĕпе Еншик Чуллă магазинĕсем те ĕçлеме пултарнине палăртрĕ.

“Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ” ООО директорĕ Л. Соколова, “Общепит” ОООн генеральнăй директорĕн çумĕ Л. Бардасова хăйсен предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕнрех чарăнчĕç.

Мăн Шетмĕпе Пикшик ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А. Федоров, А. Данилов хăйсен территорийĕсенчи магазинсен ыйтăвĕсене тапратрĕç. А. Кудрявцев уполномоченнăя пушă кĕленчесемпе бутылкăсене пуçтармалла тăвас ыйту канăç памасть. Сурăмхĕрри магазинĕн заведующийĕ Л. Иванова, З. Иванова (Красноармейски) уполномоченнăйсем те кирлĕ ыйтусене хускатрĕç.

Пуху ĕçне “Чăвашпотребсоюз” правленийĕн председателĕ Л. Абрамова хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Вăл Красноармейски райповĕн ĕçне пысăка хурса хакларĕ, унăн йышĕ паянхи кăткăс тапхăрта пурнăç ыйтакан çул-йĕрпех пынине палăртрĕ. Ун енчен паха сĕнÿсем те пулчĕç: ку вăл хатĕрлев ĕçне усламлă тăвасси, пайщиксене ыйтусене татса пама явăçтарасси, вĕсен йышне ÿстересси тата ытти те.

Пуху сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ решени йышăнчĕ, райпо канашĕн ĕçне лайăх хак пачĕ. Кунтах 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлнехи бухгалтер балансне çирĕплетрĕç, потребительсен обществин кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсене тата кăçалхи аталанăвĕн программине палăртрĕç.

Райпон кăçалхи тĕллевĕсем

- Суту-илÿпе обществăлла апатланăвăн ваккăн сутмалли таврăнăшне 232,2 млн. тенке çитермелле, вăл шутра суту-илÿ çаврăнăшĕ — 210 млн обществăлла апатлану — 22,2 млн тенкĕ.

- Ял хуçалăх продукчĕсемпе чĕр тавара 20 млн тенкĕлĕх, вăл шутра ашпа аш продукчĕсем — 450, сĕт 16000 центнер, çăмарта 380 пин штук, çĕр улми — 310, пахча çимĕç — 600, улма-çырла 15200 центнер туянмалла.

- Промышленность продукцине 15200 пин тенкĕлĕх, вăл шутра çăкăрпа çăкăр изделийĕсем 730 тонна, кондитер изделийĕсем — 95, макарон изделийĕсем 60 тонна кăлармалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика