АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăм каç

13 февраля 2009 г.

 

(Юмореска)

Марьене кăлтлатса тапакан чĕре çумне çупăрласа тытрăм.

— Сансăр пурăнма пултараймастăп, — терĕм ăна.

— Эпĕ те, — пăшăлтатрĕ вăл, ман чĕре патне туртăнса.

Садсем чечеке ларсан, Марьепе мăшăрлантăмăр. Çур çул патне чиперех пурăнтăмăр. Шупашкартан ман варли пулнăскер килсе кайнă хыççăн пирĕн пурнăç кутăн-пуçăн çаврăнса ларчĕ. Хама та, Марьене те тем пулчĕ. Пĕр утиял айĕнче пĕр-пĕрин çумĕнче вут сыпписем пек выртрăмăр. Пĕр кун тата кушакпа йытă пек урайне çыхланса ÿкрĕмĕр. Юрать-ха, ват анне, çын мĕн киле кĕрсен, намăс тесе арăм айĕнчен ураран тытса туртса кăларчĕ.

— Хула эсремечĕ ахальтен килмен. Сан кĕпе çаннипе кинĕн йĕм пĕççине пăсма татса кайнă. Атту... — терĕ вăл.

Арăм тепĕртакран, чăнах та, уйрăлса кайрĕ.

Кĕпе кирекне кĕл çĕклет тенĕрен хайхи варли патне Шупашкара çыру çыртăм. Нумай кĕттермерĕ. “Кил”, — пĕлтерчĕ вăл. Кайрăм. Хваттерĕнче пĕчченехчĕ. Ун çине пăхса тăранаймастăп вĕт. Çывăрма выртас умĕн çăвăнтарчĕ. Таса простынь сарса пачĕ. Ăна чун пек кĕтсе выртрăм.

Выртсан-выртсан, шăнкăрав шăнкăртатрĕ. Ман варли такама уçса кĕртрĕ. Ку арçын пулчĕ. Эп юриех ÿсĕрнĕ пекки турăм. Арçын эп камне ыйтрĕ.

— Кукка ывăлĕ. Ялтан больницăна килнĕ те... — ăнлантарчĕ ăна ман варли.

Арçынпа ман варли кулкаласа калаçрĕç. Рюмкăсем шаклатни илтĕнчĕ. Унтан çутă лап сÿнчĕ. Ман çине тĕттĕм пÿлĕмре тĕлĕнмелле вăрăм каç йăтăнса анчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика