10 февраля 2009 г.
Январь уйăхĕ хыçа юлчĕ. Çак вăхăтра райхаçат редакцине çĕрмĕш çыру килчĕ.
Пĕрремĕш çыру авторĕ — Янкасра пурăнакан Николай Ершов. Çĕрмĕш çыру хуçи вара — район администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Виктор Данилов.
Виктор Михайлович райхаçат редакцийĕпе çулленех тачă çыхăну тытать. Унăн тематики районти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан материалсем çырса тăрассипе çыхăннă. Çĕрмĕш çыру авторне саламлатпăр, творчество лаççинче ăнăçусем сунатпăр.
В. Данилов Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă. Халь Красноармейски ялĕнче пурăнать.