10 февраля 2009 г.
“Снегоход” операци иртет
ЧР Патшалăх технадзор инспекцийĕн начальникĕ В. Димитриев “Рысь”, “Тайга”, “Буран” йышши мотохатĕрсемпе усă курнă вăхăтра çул çинчи хăрушсăрлăхпа ĕç сыхлавĕн правилисене çирĕп пăхăнас тĕлĕшпе февралĕн 16-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 6-мĕшĕччен “Снегоход” операци ирттересси пирки пĕлтернĕ.
Унпа килĕшÿллĕн районти патшалăх технадзор инспекцийĕ çÿлерех асăннă йышши мотохатĕрсене, çулсене юртан тасатакан тата вăрман хатĕрлекен техникăна регистрацилес тата тĕрĕслев витĕр кăларас, налук тÿлес тата ытти тĕлĕшпе мĕнле пулнине тĕрĕслесе тăрĕ.
Асăннă йышши техникăн хуçисен техникăна регистрацилес тата тĕрĕслев урлă кăларас тĕлĕшпе яваплăха туймалла, енчен те çитменлĕхсене тупса палăртсан, “Снегоход” операци пуçланиччен патшалăх технадзорĕн районти инспекцине пымалла.