АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калаçнипе çеç ĕç пулмасть

10 февраля 2009 г.

 

Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче район пуçлăхĕн кăçалхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнчи 73-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе 13 çынран туса хунă тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕ иртрĕ.

Комисси председателĕ, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ С. Григорьев унта комиссин 2009 çулхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Станислав Федорович кунпа пĕрлех çак енĕпе иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçсем пирки те чарăнса тăчĕ. Акă, райцентрти Ленин урамĕнчи 57, 70 тата 72 çуртсен умĕнчи, ку урамри çамрăк йывăçсем тавра тытнă картасене вĕсем тавралăха илемсĕрлетнĕрен пăсма тивнĕ. Çав хушăрах Г. Степанов урамĕнчи 30-мĕш çуртра пурăнакансем пĕр пулса кивĕ йывăç карта вырăнне тимĕр сеткăран тытма май тупнă. Ленин урамĕнче, Çĕнтерÿ паркĕ тĕлĕнче, çĕнĕ тротуар сарнă. Шел те, технологие пăхăнмасăр, хĕл сиввисем пуçланас умĕн кăна хунăскер, çĕмĕрĕлме те пуçăннă. Пĕлтĕр Красноармейскинчи тĕп урамра теплицăра çитĕнтернĕ чечексене куçарса лартнă. Анчах та уйрăм ĕç коллективĕсем вĕсене тивĕçлипе пăхса тăмарĕç, газонсене çумкурăкран вăхăтра тасатмарĕç. Кăçал та Ленин тата “30 лет Победы” урамсенче чечексем çитĕнтерме пăхаççĕ. Вĕсен тата газон курăкĕн вăрлăхне, теплица çине витме 100 метр тăршшĕ пленка туянса хунă та ĕнтĕ. Мотоблок тата курăк çулмалли косилка илме пăхаççĕ. Пĕлтĕр “шăнăр хăлхаллăрах” пулнă ертÿçĕсем кăçал çак ĕç çине урăхларах пăхма тытăнасса та, эрне кунсерен ирттерекен санитари кунĕсене хутшăнасса та питĕ шанас килет.

“Ялсене тирпей-илем кĕртессипе ятарлă плансемпе килĕшÿллĕн вăй хумалла. Калаçнипе çеç ĕç пулмасть. Ав, пĕлтĕр Пикшикпе Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕсенчи йĕркесĕрлĕхсем пирки район хаçатĕнче сăн ÿкерчĕксемпех материалсем пичетлесе кăлартăмăр. Шел, улшăнусем пулмарĕç. Ăçта пăхнă унта кĕленче савăт йăванса выртать тата. Райпо та, предпринимательсем те пухасшăн мар вĕсене”, — терĕ ларура Станислав Федорович.

Чăн та, ĕç-пуç çапла малашне те хăй еккипе пырсан, кĕçех çÿп-çап айне пулатпăр вĕт. Çырмасем те унпа тулаççĕ. Урамсене тасатмастпăр. Район администрацийĕпе комисси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ялсенче çÿп-çап пухмалли контейнерсем вырнаçтарасси пирки аса илтерсе тăраççĕ пулин те, чылайăшĕ хăнк! та тумасть. Тĕнчери экономика кризисĕ, паллах, пирĕн района та пырса тĕкĕнмесĕр иртмерĕ. Ял тăрăхĕсен бюджечĕсенчи “Тирпей-илем” статьяра укçа-тенкĕ “сахаллансах” пырать. Красноармейскисен те вăл 1663570 тенкĕпе çеç танлашать, ытти ял тăрăхĕсенче вара ку сумма калама çук пĕчĕк. Çапах пур айăпа та укçа-тенкĕ тивĕçменни çине йăвантарма çуках-тăр. Тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă хăш-пĕр ĕçе, чăн та, унсăрах пурнăçлама пулать-çке.

Ларура комисси членĕсем — “Траки” управляющи компанийĕ” гендиректорĕ В. Л. Петров, тулли мар яваплă “Чулхула газпром трансгаз” пĕрлешÿ филиалĕ — “Заволжски ЛПУМГ” директорĕн çумĕ А. П. Анисимов тата социаллă аталану секторĕн заведующийĕ В. Н. Лукин сĕнÿсем пачĕç, вĕсем тата комисси председателĕ С. Ф. Григорьев тирпей-илем кĕртес ĕçе уйăхсерен планламаллине, çуркуннеччен йывăçсен турачĕсене пĕр евĕр илемлĕ хăварса иртмеллине, ватăлнă тирексене касмаллине, патвартарах çитĕннĕ çăкасем лартса хăвармаллине, асфальт çул хĕррисене бордюрсем вырнаçтармаллине, райцентрти почта уйрăмĕпе халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ умĕнче йĕрке тумаллине, халăх ытларах пуçтарăнакан вырăнсенче ларса канма тенкел-саксем лартмаллине, выльăх-чĕрлĕхе урамра çÿретекенсемпе вирлĕрех кĕрешмеллине, шыв колонкисем тавра тытнă картасене юсамаллине, гараж кооперативĕ уçма çĕр уйăрмаллине, çитменлĕхсене видеокамерăпа ÿкерсе илсе канашлу-пухусенче кăтартмаллине палăртрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика