АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен пуçарулăхне ÿстерсе

10 февраля 2009 г.

 

Пурнăç çав тери улшăнчĕ, нумай çĕнĕлĕх кĕчĕ вĕрентÿ тытăмне. Унăн тĕллевĕсемпе задачисем, содержанийĕ, йĕркеленĕвĕ обществăри лару-тăрупа шайлашуллă чылай çĕнелчĕç. Паян шкулта ачасене хăйсем тĕллĕн пĕлÿ пухма вĕрентсе пымалла, шухăшлавне йĕркелесе çивĕчлетмелле, вĕренÿ ăслайĕсене куллен аталантармалла. Ача кирлĕ информацине шырама, суйлама, унпа пĕлсе усă курма хăнăхса пытăр, пĕтĕмлетÿсем тутăр, хăйĕн шухăшне ыттисен умĕнче палăртма, паллаштарма пултартăр.

Ĕç ăнăçтăр тесен вĕрентĕвĕн çĕнĕ меслечĕсемпе пĕлсе, вырăнлă усă курмалла. Ман шутпа, проект çырасси йăлана кĕрсе пырать. Ку ĕç вара пирĕн шкулта, районта анлăн сарăлчĕ. Шкулта проект ĕçне йĕркелени, çав ĕçе ачасене явăçтарни хăех пысăк утăм тунине пĕлтерет.

Проект хăйĕн тапхăрĕнче çĕнĕ материалсем шырама хистет. Ман шутпа, çак çĕнĕлĕхре малтанах лайăххи те, çитменлĕх те пулма пултарать. Вĕсене эпир хамăр ĕçе пĕтĕмлетнĕ чух аван куратпăр. Эпĕ проектăн пĕлÿлĕх меслечĕпе ытларах 2007—2008 вĕренÿ çулĕнче усă курма пуçларăм. Ним иккĕленмесĕрех çак ĕçе районти пур чăваш чĕлхипе литература учителĕ те туса пыраççĕ теме пултаратăп. Творчествăлла ушкăн тата методика кабинечĕ тăрăшнипе иртнĕ вĕренÿ çулĕнче проектсем çырассипе ăмăрту та пулчĕ.

2007—2008-мĕш вĕренÿ çулĕнче “Нарспи” поэма тухнăранпа 100 çул çитнипе проект çырса пысăк ĕç турăмăр пулсан, кăçал вара Нестер Янкасăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕпе С. В. Петровапа ачасемпе тепĕр проекта пурнăçа кĕртессишĕн ĕçлесе пыратпăр.

Ман шутпа проект çырнин усси пур. Вăл çакăн пек тапхăрсенчен тăрать. Пĕрремĕшĕ — шырав тапхăрĕ. Учитель ачасене материалсене ăçтан, епле шырамаллине ăнлантарать. Иккĕмĕшĕ ачасене тĕпчев ĕçне тума хăнăхтарать. Вĕсем хăйсен умне тĕп тĕллевпе задачăсем лартаççĕ, ĕçĕн результатне еплерех курасшăн пулнине, мĕн хыççăн мĕн тăвассине палăртаççĕ. Çав вăхăтрах усă курмалли литература списокне тăваççĕ. Виççĕмĕшĕ — практика тапхăрĕ. Ачасем материалсене хаçатран, интернетран, тĕрлĕ кĕнекерен илеççĕ, кирлĕ пулсан ыйтусем, анкетăсем йĕркелесе çынсенчен ыйтаççĕ, кирлĕ вырăна тухса материала пухаççĕ. Акă Нестер Янкаспа материал хатĕрлеме пуçласан ачасем ытларах ун пирки пĕлес тесе музейра та пулчĕç, унăн тăванĕсемпе курса калаçрĕç, видео ÿкерчĕç. Чи лайăххи — ачасем хăйсем тĕллĕн нумай ĕçлеççĕ, пĕрин хыççăн теприне шыраççĕ.

Проект çырассин тĕллевĕ — ачасен пуçарăвне, пултарулăхне, хăйсем тĕллĕн ĕçлессине ÿстересси. Çавăн пекех кĕнекесене тишкерме, çынсемпе хутшăнма, курăмлăх хатĕрĕсене ăсталама, презентацисене тума, пухнă материала ыттисене кăтартма, ăнлантарма вĕрентесси, çынсем умне тухса калаçма хăнăхтарасси.

Проект ĕçне пурнăçа кĕртнĕ чух темиçе ушкăна та ĕçлеттерме пулать. Таврăнар-ха Н. Янкас юбилейĕпе хатĕрленĕ проект патне. Кĕçĕн классем унăн хайлавĕсене вуларĕç. Хăйсене килĕшнĕ произведени тăрăх ÿкерчĕксем турĕç, сăввисене пăхмасăр калакансен конкурсне хутшăнчĕç. Кайран аслисем хатĕрленĕ презентаципе паллашса пĕлÿ шайне татах ÿстерчĕç. Аслă ушкăнрисен ĕçĕ урăхларах пулчĕ. 8—11 класра вĕренекенсем каникула кайичченех Н. Янкас çинчен калакан материалсене пухмалли ĕçе илчĕç. Пĕр ушкăнĕ хаçатри материалсене пухрĕ, теприсем интернетра чакаланчĕç, виççĕмĕшĕсем унăн çуралнă ялĕнче пулса материалсем пухрĕç, тăванĕсемпе калаçрĕç, тĕрлĕ ыйтăвăн хуравĕсене пĕлчĕç. Тепĕр ушкăнĕ Н. Янкас премийĕн лауреачĕсене шырарĕ, сăн ÿкерчĕксене пухрĕ. Çапла каникултан тухнă çĕре поэтăмăр çинчен материал чылай пухăнчĕ. Унпа пурте паллашчăр тесе 5—11 классем хушшинче викторина ăмăртăвĕ йĕркелерĕмĕр. Ачасен 80 проценчĕ çак ăмăртăва хутшăнчĕ, тĕрĕс хуравсем пачĕ. Апла пулсан ĕçлени усси пур. Çавăн пекех Н. Янкас сăввисене вулакансен конкурсĕ те пулчĕ.

Тăваттăмĕш тапхăрта аслă классен ачисемпе материалпа усă курса презентаци турăмăр, каярах унпа пурте паллашрĕç. Проектăн тепĕр ĕçĕ — компьютерпа усă курса хаçат кăларасси. 5-мĕш тапхăр пухнă материала ачасем епле ăша хывнине тĕрĕслесси пулса тăрать. Çак тапхăрта вĕренекенсем епле ĕçленине, материалсем пухнине пĕтĕмлететпĕр. Кунта вĕсем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă е кăмăлсăр пулнипе пулманнине те курма пулать. Материала наука енчен епле йĕркеленине, çынсем умне епле çитернине те пĕтĕмлететпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика