10 февраля 2009 г.
Райхаçат содержанийĕ авторсемпе ĕçленинчен чылай пуянланать тата хăй патнелле туртать. Алла ручка е кăранташ тытаканăн шухăш-кăмăлĕ кашнинех урăхла. Вăл ыррине хăвăртах асăрхать, çав хушăрах япăххине те манса хăвармасть.
Çав йышра манăн кăçал та К. Шачкин (Именкасси), Н. Ершов (Янкас), А. Зиновьев, В. Данилов (Красноармейски), Н. Карай (Карай), А. Тимофеева (Йÿçкасси), В. Викторов (Ванюшкасси) тата ытти хăш-пĕр ентешĕмĕрсене палăртассăм килет. Тавах, вĕсене.
Çакна асăнни те вырăнлă. Вăкăр çулĕнче райхаçатпа туслă çыхăну тытакансен йышĕ ÿсни куç умĕнчех. Январь уйăхĕнче кăна, акă, вулакансенчен çĕр çыру илтĕмĕр. Пире малтанхи пекех Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан çырса тăракансен хисепĕ нумайланни те савăнтарать. Шывпуç шкулĕн вĕренекенĕсем те çине-çинех хыпарсем яраççĕ.
Кăçал ЧР Президенчĕ Н. Федоров палăртнă тăрăх — республикăра Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ. Питĕ тĕрĕс йышăну ку. Вăл уйрăмах пирĕншĕн — чăвашсемшĕн — эпир çĕр ĕçĕпе ĕçлесе, тăранса пурăннипе, малашлăха пăхнипе ырă йĕр хывать.
Апла пулсан çырмалли питĕ нумай авторсен. Кунта тематика тĕрлĕрен. Вăл ял хуçалăх аталанăвĕпе тата уйрăм çынсен тăрăшулăхĕпе çыхăннă материалсемпе тăкăнсах тăрать. Çак ĕçре райхаçат тусĕсене яланах шыравра пулма ăнăçу сунатăп эпĕ.
Тата çакна аса илтересшĕн. Райхаçат редакцийĕ творчество лаççинче вăй хуракансем валли çулленех конкурссем ирттерет. Кăçал та çак тупăшăва активлă пуçăнчĕç çыракансем. Уйрăмах ку тĕлĕшпе Николай Карай (Карай), Николай Ершов (Янкас), Дмитрий Петров (Красноармейски) çанă тавăрсах тытăнчĕç. Кулăш лаççинче вара Радомир Репин (Шупуç) кÿлĕнчĕ. Сюжечĕ вырăнлă материалсене ярса пачĕ.