03 февраля 2009 г.
Январĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарти “Спартак” спорт комплексĕнче каратэ (сетокан) енĕпе Шупашкарти чемпионат пулнă. Кунта чăваш спортсменĕсемпе пĕрлех Тутар Республикипе Самара облаçĕнчи командăсенчи спортсменсем вăй виçнĕ.
16—17 çулхи çамрăксем хушшинче, 60 килограма çитичченхи категорисенче кумитэ енĕпе Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Алексей Васильев палăрнă. Хальхинче Алеша асăннă тупăшура ката категорире — иккĕмĕш вырăнта. Ăна республикăри каратэ ертÿçисем питĕ аван пĕлеççĕ, çавăнпа та çамрăка 18 çулхи арçынсем тата унран аслăраххисем хушшинче 65 килограма çитичченхи категорире кĕрешме ирĕк панă. Ентешĕмĕр çухалса кайман. Вăл икĕ тытăçура выляса илнĕ, çурма финалта Хусанти тĕнче чемпионĕпе тĕл пулнă. Çапла майпа Алексей Васильев хĕрÿ тытăçура хисеплĕ виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Тепĕр ентеш — Сергей Никандров çивĕч кĕрешÿре Хусан спортсменĕнчен выляса илнĕ, ăна ăмăртусен кĕмĕл медальне панă.
Республикăри тупăшусенче хăйĕн пĕрремĕш медальне Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти 7 “а” класра пĕлÿ пухакан Александр Фирсов та çĕнсе илме пултарчĕ. Саша 13 çулхи арçын ачасем хушшинче 55 килограмран иртекеннисен йышĕнче вăй виçрĕ, иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Асăннă ăмăртусенчен эпир 5 медальпе таврăнтăмăр.