03 февраля 2009 г.
Кăрлач уйăхĕнче Шăмăршăпа Тăвайĕнче, Муркашра тата районта хоккейла выляса мала тухассипе ăмăртусем пулнă. Шăмăршăра Карайри вăтам шкулти команда комсомольскисене — 5:0, канашсене 5:0 шутсемпе парăнтарнă.
Шăмăршăсемпе Карай ен команди хушшинче тупăшу 8:4 шутпа вĕçленнĕ. Муркашра пирĕн хоккеистсем, 1994—1995 çулсенче çуралнисем, хоккейла выляса çурма финала тухнă.
Тăвайĕнчи вăйă çапларах: канашсемпе карайсен — 0:5, комсомольскисемпе карайсен — 1:5, тăвайсемпе карайсен 12:6 шутсемпе асра юлнă.
Кăрлачăн 24-мĕшĕнче районти хоккеистсен ăмăртăвĕнче командăсен йышĕнче мала тухассишĕн иртнĕ тупăшура Карайри 26 хоккеист вăй виçнĕ. Унта шкул çулĕнчи ачасен тĕрлĕ командисем хутшăннă. Карайсем гимназистсене — 6 :0, Красноармейскинчи 2-мĕш шкулти хоккеистсене 8:0 шутсемпе çĕнтернĕ. Карайсен виçĕ команди те çурма финала тухнă.
Кунта Карайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти хоккеистсенчен “Лайăх вратарь” ята — Николай Васильев, “Лайăх тапăнса вылякан ята” — Дима Прокопьев тата “Лайăх хÿтĕлекен ята” Илья Хлебнов тивĕçнĕ.
Тăвай, Шăмăршă, Муркаш районĕсенче иртнĕ ăмăртусенче “Лайăх вратарь” ята Виктор Касьянов тивĕçлĕ пулнă.
Шкулти ачасене хоккейла выляма хăнăхтарас енĕпе ДЮСШ тренерĕ Анатолий Николаевич Григорьев сумлă тÿпе хывнине палăртмалла.