АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укол тăвакан ярса парăр

03 февраля 2009 г.

 

Çеçмер, Ыхракасси, Шăпăрлăвар, Уйриçурт тата Ямайкасси ялĕсенче 350 çын пурăнать. Сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕнчен Галина Николаевна Сушкоран васкавлă пулăшу ыйтатпăр. Ку тăрăхри “Рассвет” хуçалăхăн пушă ларакан правлени çурчĕн пĕр пÿлĕмĕнче асăннă ялсенчи çынсен сывлăхне сиплессине йĕркелеме пулмасть-ши?

“Рассвет” хуçалăхăн правленийĕ пулнă çурт пушах ларать. Унта пилĕк пÿлĕм пур. Çурта хутса ăшăтаççĕ. Апла пулсан çакăнта çынсене сиплес ĕçе йĕркелеме май пур. Тухтăрсем, ятарлă графикпе килĕшÿллĕн, ялсем тăрăх çÿреççĕ. Пирĕн пата та сестрасене, пĕр сехетлĕхе те пулин, кашни кун ярса пама ыйтатпăр.

Ку ыйтăва татса пама укçа-тенкĕ те ытлах кирлĕ пулас çук. Çурт ăшă. Ăна тасатса тăраканĕ пур. Пире тархасшăн та укол тăвакан специалист çеç ярса парăр.

Хамăр тапратнă çак ыйтăва татса памасан, çÿлерех те çырма тивет.

Пикшик тăрăхĕнчи ялсенчи çынсем ыйтнипе Ильин, Семенова, Васильева, Яковлева тата ыттисем, мĕн пурĕ 29-ăн алă пуснă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика