АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăна “кулак” тенĕ

03 февраля 2009 г.

 

Эпĕ ăна: “Якку мучей”, мăшăрне, Агафия Павловăна: “Мăн акай”, — теттĕмччĕ. Ман аннене вĕсем: “Кин”, — тесе чĕнетчĕç.

Тĕрĕссипе ак çапла: ман аттен ашшĕпе амăшĕ ирех çĕре кĕнĕ. Аттепе аппăшĕ, кĕçĕн çулхи ачасем, сĕм тăлăх тăрса юлнă. Пĕр урамра пурăнакан Федоров Яков Федорович (Якку мучей) вĕсене пурăнма хăйсем патне илсе каçать. Каярахпа аттен аппăшне, Хĕветÿçе, Ешкилте качча параççĕ. Хăйĕн икĕ хĕр те, Тоньăпа Раиса, Якку мучей аттене ывăллăха илет. Вăл: “Эп аçуна кил-çурт çавăрса парса хамăр патран йĕркеллĕ уйăрса кăларасшăнччĕ!” — тетчĕ. Якку мучей кăвак çÿçлĕ, кĕске шур сухаллă, ĕçчен, çутам кĕлеткеллĕ çынччĕ.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çĕр-шывра Октябрьти социализмла революци, граждан вăрçи пулса иртеççĕ. Çĕр-шыва индустрилес политика анлă сарăлса каять. Ытлă-çитлĕ пурăнакан ял çыннисем, майлă вăхăтпа усă курса, çĕр нумайрах илсе юлаççĕ, çĕр çинче ĕçлеме ытларах ял хуçалăх инвентарĕсем туянаççĕ. Якку мучей тата аякран утмăл лавпа йывăç пура кÿрсе килет, çăва патĕнчи малти уя 1926-мĕш çулта çил арманĕ лартать, ăна хута ярать.

Акнă, вырнă — ахальтен тухман

Аллине çич хутлă хыт пата.

Хĕлĕн-çĕвĕн уринчен кайман

Тăллапа сар пушăт çăпата.

Выльăх-чĕрлĕх тытнă. Тур лаши

Шар кĕçеннĕ каçăртса пуçне.

Ирсерен тухсассăн кил хушши

Савăнтарнă сассипе чунне

Уявра мĕнре мăн алтăрпа

Сăра ĕçнĕ кăкăрне шăлса.

Вĕркĕчлĕ хура хром атăпа

Ташша тухнă кăмăллăн кулса

Яла кĕнĕ шăвăнса таçтан

Чуншăн ют, Колхоз текен сăмах.

Ăна çăкăр тытса каснăран.

Куçранах каланă : “Эс кулак!”

Эпир кунта архив справкисене мĕнле çырнă çавăн пекех илсе кăтартатпăр: в протоколе общего собрания членов группы бедноты Караевского СИКа Аликовского района от 11 февраля 1930 г. записано: “Слушали: О Федорове Якове (отчество не указано). Хозяйство кулацкое. Имеет ветряную мельницу, арендует земли до 10 га, пользуется наемным трудом. Имеет три усадьбы, 2 лошади, 2 избы. Постановили: Ликвидировать все имущество и как вредного элемента выселить из Чувашской Республики в срочном порядке”.

Çакăн хыççăнах унăн хуçалăхне аркатса тăкаççĕ, çурт-йĕрне куçарса каяççĕ. Хăйсене çири кĕпе-йĕмпе çеç хăвараççĕ. Туртса илнĕ япаласен списокĕ вăрăм. Акă, хăшĕ-пĕри: çенĕклĕ пÿрт, мунча, урам алăкĕ, касăллă плуг, кире пуканĕ, ĕне, лаша, çăнăх... Пĕтĕмпе утмăл ултă тĕрлĕ япала!

Кунпах ĕç вĕçленмест-ха: В протоколе заседания комиссии при Аликовском райисполкоме по рассмотрению жалоб граждан неправильно раскулаченных от 15—18 апреля 1930 г. № 2 записано: “Слушали: Г-на с. Караево Якова Федорова. Имущество оценено в 741 р. Постановили: Хозяйство не раскулачивать, имущество возвратить”.

Çав çулах ăна суйлав прависĕр хăвараççĕ. 1931-мĕш çулта Элĕк район сучĕ икĕ çул тĕрмене хупса лартмалла, виçĕ çул хушши яла килмесĕр пурăнмалла тăвать. Тырăпа сутă тунă тесе ял хуçалăх налогĕ (в индивидуальном порядке) шыраса илеççĕ.

Вулар-ха архив справкине: В выписке из протокола заседания Спецтройки при НКВД ЧАССР от 21 октября 1937 г. № 6 записано: “Слушали: Дело 433. Траковского РО НКВД по обвинению Федорова Якова Федоровича, 1883 года рождения, бывшего кулака, раскулаченного, репрессировавшегося за отказ от выполнения гособязательств в том, что он, начиная с периода коллективизации, вел антиколхозную агитацию, травил колхозные посевы, грозил колхозникам убийством. Постановили: Федорова Я. Ф. заключить в ИТЛ сроком на десять лет, считая срок с 6ĔX— 1937 г”.

Куççуль юхнă сăрхăнса куçран, —

Юхнă вăл пит тăрăх пĕçертсе.

Кил йăмри салхуллăн хыçалтан

Пăхса юлнă çилсĕр чÿхенсе.

Анне каланă тăрăх ман аттене, Якку мучейсем патĕнче пурăннăран, кулак ывăлĕ тесе, айăплама пăхаççĕ.

Хăш-пĕр çынсем çине тăнипе вăл репресси аллинчен хăтăлса юлать.

— Пире, кулак ачисем тесе, пĕр хĕрхенÿ те пулман. Вун çиччĕре пĕр хут пир йĕмпе хĕлле вăрман касни халĕ те асрах, — каласа парать Якку мучин сакăр вун улттăри аслă хĕрĕ Антонина Яковлевна Яковлева.

Кĕçĕн хĕрĕ, Раиса акай, кăçал çĕре кĕчĕ.

Ирĕке тухсан Федоров Яков Федорович (Якку мучей) тăван яла ачи-пăчи, мăшăрĕ патне таврăнчĕ, чылай çул хушши колхоз конюхĕнче ĕçлерĕ.

Вăл айăпсăр шар курнине тÿрре кăларнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика