АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп библиотекаре чысларĕç

03 февраля 2009 г.

 

Январĕн 22-мĕшĕнче районти мĕн пур библиотека ĕçченĕсен пĕрлехи канашлăвĕ иртрĕ. Занятисем вĕçленсен район центрĕнчи тĕп библиотека директорĕ Светлана Александровна Никитина 55 çул тултарнă ятпа чыслав пулчĕ. Унта, библиотекарьсемсĕр пуçне, ытти ĕçлĕ çынсем те хутшăнчĕç, салам сăмахĕсем каласа, юбиляра ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç, парнесемпе чысларĕç.

Район администрацийĕн Тав çырăвне — социаллă аталану секторĕн заведующийĕ В. Н. Лукин, Красноармейски ял тăрăхĕн администрацийĕн Тав çырăвне унăн пуçлăхĕ В. К. Шестаков пачĕç.

Çавăн пекех юбиляра районти социаллă пулăшу управленийĕн директорĕ А. П. Никитин, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи А. В. Петрова, райпо совечĕн председателĕ А. И. Дмитриева, архив заведующийĕ Л. Ф. Илларионова, хĕрарăмсен районти канашĕн ертÿçи З. Г. Петрова, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. А. Прокопьев, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертÿçин çумĕ Н. Г. Ершов, культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Л. Я. Волкова саламласа Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем, парнесем парса чысларĕç.

Районти тĕп библиотека директорĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, хăй хыççăн çак ĕçе С. А. Никитинăна шанса панă В. И. Григорьева, унпа пĕрле хальхи библиотекарьсем: О. И. Николаева, А. К. Гаврилова, Р. Г. Герасимова, З. В. Ильина тата унччен пĕрле тăрăшнă тус-юлташĕсем ăшшăн тав туса сăвăлла саламсем каларĕç.

Чыслав программине С. А. Гурьевапа Н. Г. Михайлова ертсе пычĕç.

Светлана Александровна хăйне çапла сума сунăшăн пурне те чĕререн тав турĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика