03 февраля 2009 г.
Малашне “Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕ ĕçсĕррисене кăна мар, паян-ыран ĕçрен хăтарас, тулли мар ĕç кунлĕ вăхăта куçарнă, административлă отпуска янă çынсемпе те туллин ĕçлеме пуçларĕ.
Ĕлĕкрех эпир пирĕн патăрта регистрациленĕ ĕçсĕр çынсене кăна чылай çăмăллăхсем панă. Халĕ вара пирĕн клиентсен йышне кирек епле предприяти-организацирен ĕçрен хăтарас тесе палăртнисем те кĕреççĕ.
Малашне обществăлла ĕçе ĕçсĕррисене кăна мар, ĕç вырăнĕнчи сехечĕсене пĕчĕклетнĕ çынсене те яма пултараççĕ. Ку вара вăл укçа-тенкĕ хирĕçĕвĕ, обществăлла ĕçе хутшăннăшăн та сахал мар тÿлеççĕ-çке. Çак укçа-тенкĕне ĕç паракана патшалăх тÿлет, унсăр пуçне вăл ĕçлекене предприяти шучĕпе те ĕç укçи пама пултарать. Сăмах май, граждансене обществăлла ĕçе ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă патшалăх предприятийĕсемпе учрежденийĕсем (тĕслĕхрен, тавралăха тирпей-илем кĕртме, шкулсенче, больницăсенче юсав ĕçĕсем ирттерме, çулсене юсама), çавăн пекех уйрăм çын предприятийĕсем — малтан палăртса хумасăр çынсене канăва янăскерсем — явăçтарма пултараççĕ.
Пирĕн центр ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене тепĕр ен те сĕнет. Вăл вĕсене хăйсен квалификаци шайне ÿстерме пулăшассипе е çĕнĕ специальность илессипе çыхăннă. Ку вăл бюджет укçи-тенкипе пулса пымалла. Пуçлăхсем çапла шутлаççĕ: ку мел ĕçсĕр çынна ĕç шыранă чухне тĕрлĕ тĕслĕхсем тупма май парать.
Виççĕмĕш çĕнĕ ен — ĕçсĕр çынна çĕнĕ ĕçе пуçăнма пулăшасси. Ĕлĕкрех пирĕн центр пулас бизнесменсене консультаци, предприниматель ĕçĕн вăрттăнлăхне вĕреннĕ, унăн регистрацине тÿлеме пулăшу кăна панă пулсан, халĕ вара пĕрремĕш капитал çулталăкри ĕçсĕррисен пособийĕсен виçи чухлĕ пама пултараççĕ.
Тăваттăмĕшĕ — урăх вырăна ĕç шыраса куçнă чухне пулăшасси. Центр ĕç вырăнне куçнăшăн, талăкри вăхăтшăн (суточные) (вăл регионтан килет) тата виçĕ уйăх хушши пурăнмалли çурт-йĕре арендăна илнĕшĕн компенсаци — талăкра 550 тенкĕ тÿлет.
Тĕплĕнрех хăвăра интереслентерекен ыйтусемпе эсир районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пыма е 2-17-39, 2-13-47 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр.