АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учитель ĕçĕ çăмăл мар, анчах хисеплĕ

03 февраля 2009 г.

 

З. П. Михайлова педагог Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта вăй хурать. 50 çулхи юбилейне паллă тунă май, Зинаида Петровнапа пирĕн штатра тăман корреспондент курнăçнă, темиçе ыйтăва хуравлама сĕннĕ.

ЫЙТУ: Зинаида Петровна, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Эсир Тутар Республикинче çуралнă. Шăпа Чăваш Ене еплерех илсе çитерчĕ-ха Сире?

“Шăпаран иртеймĕн”, “Шăпу мĕнле, пурнăçу çапла”, — тенĕ ваттисем. Шăпам тата ăраскалăм илсе килчĕ пулмалла ĕнтĕ асамлă Чăваш ене. Чăваш çĕрĕнчен 333 çухрăмра вырнаçнă тутар çĕрĕнчи чăваш ялĕнче пурăнакансемшĕн Чăваш ен, чăнах та, питĕ илемлĕ, тараватлă, чуна çывăх çĕр-шыв шутланать. Ача чухне те, ÿссен те — чăн чăваш çĕрне çитсе курасси вăл — пуриншĕн те пысăк ĕмĕт пулнă.

Чăваш çыравçисен кĕнекисене чунтан юратса вулаттăмăрччĕ. Чăваш театрĕн артисчĕсем çуллахи вăхăтра гастроле пырсассăн клубра ларма вырăн çукчĕ. Ял çыннисем, ватти-вĕтти, чăн чăвашла илемлĕ калаçнине итлесе юласчĕ тетчĕç. Пирĕншĕн чăннипех те асамлă çĕр-шыв пек туйăннă вăл. Тата эпĕ вăтам шкул пĕтернĕ вăхăтра манăн виççĕмĕш аппа (эпир çемьере 9 пĕр тăван) шăпах Шупашкарта ĕçлетчĕ. Эпĕ вара алла аттестат илнĕ хыççăн нумай шухăшласа тăмасăрах Чăваш Ене çул тытрăм. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне — историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне — вĕренме кĕтĕм. Çавăнтанпа эпĕ чăвашлăхпа мăнаçланса, Чăваш Енпе мухтанса, тăван чĕлхене юратса, ачаран ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнăçланнăшăн савăнса çак асамлă çĕр-шывра пурăнатăп.

ЫЙТУ: Учитель ĕçĕ çăмăл мар. Мĕн хистерĕ-ха Сире ку профессие суйласа илме?

Пĕррехинче, ача чухне, анне (шел пулин те, 2 çул çурă каялла вăл пирĕнтен уйрăлса кайрĕ) хăйĕн ачалăхне аса илсе çапла каласа панăччĕ: “Шкулта эпĕ “5” паллăсемпе çеç вĕренеттĕм, учитель пулас кăмăл питĕ пысăкчĕ. Анчах та атте вăрçăра вилнĕ хыççăн манăн ĕмĕт татăлчĕ”, — тенĕччĕ. Тен, аннен ырă шухăш-кăмăлĕ те асра юлчĕ-тĕр.

Ачасене професси суйласа илме тата вĕрентекенсем те нумай пулăшаççĕ. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш учитель (Елизавета Петровна Моисеева) пире, темиçе хĕр ачана, уроксем хыççăн хăваратчĕ те ачасем çырнă ĕçсене вуласа тухса вĕсем тунă йăнăшсене асăрхаса тупма вĕрентетчĕ. Çавăн чухнех учитель пулас шухăш тĕвĕленме тытăннă ĕнтĕ манăн пуçра. Елизавета Петровна пире малтан кĕçĕн классенче вĕрентрĕ, каярах, вăтам классенче, чăваш чĕлхипе литератури урокĕсене ирттеретчĕ. Тăван чĕлхене юратса вĕрентнинче те, учитель профессине суйласа илнинче те унăн тÿпи пысăк, паллах.

Хăш-пĕр чухне: “Паянхи ăспа пулсан педагог ĕçне суйласа илмен пулăттăм”, — тенине илтме пулать. Манăн вара ун пек шухăш нихăçан та çуралман, çуралмасть те. Педагог ĕçĕ вăл — Турă пани. Çак пархатарлă та ответлă ĕçе Турă пурне те шанса памасть. Мана — шанса панă. Çавăнпа та çак ята манăн яланах çÿлте тытмалла, шанчăка тÿрре кăлармалла, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене алла илсе пырса çитĕнÿсем тумалла.

ЫЙТУ: Халĕ районти чи лайăх педагогика коллективĕсенчен пĕринче вăй хуратăр. Вĕренекенсем те иртнĕ ĕмĕртисем евĕр мар, вĕсем малта пыракан технологие алла илсе, пĕлÿ патне çивĕччĕнреххĕн туртăнаççĕ. Çапла мар-и?

Тĕрĕсех. Красноармейски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче опытлă та çирĕп ăс-тăн паракан педагогсем ĕçлеççĕ. Вĕрентÿпе восптани процесне тĕрĕс те паянхи кун ыйтнă пек йĕркелесе пынипе шкултан анлă тавра курăмлă, активлă та пултаруллă ачасем вĕренсе тухаççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ăс-тăнне аслă шкулсенче çивĕчлетет.

Паллах, ĕнерхи çамрăксемпе паянхи яш-кĕрĕм уйрăлса тăраççĕ. Пурнăç малаллах шăвать. Шухăшсем те çĕнелеççĕ, пĕлÿ шайĕ те, культура шайĕ те ÿсет. Паянхи кун тарăн пĕлÿсĕр, çирĕп вăй-халсăр, хастар чун-чĕресĕр пурăнма йывăр — пурнăç пурне те тĕрĕслет. Паянхи ачасен кирек мĕнле “кĕтменлĕхе” те йышăнма хатĕр пулмалла. Пурнăç кулленех пирĕн ума çĕнĕлĕхсем кăларса тăратать. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул аслă шкула вĕренме кĕме виçĕ экзамен çеç панă пулсан, кăçал вĕренме кĕрекенсен тăватă экзамен памалла. Ку, паллах, шкултан вĕренсе тухакансемшĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те, учительсемшĕн те кĕтмен хыпар пулчĕ. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне парас енĕпе те улшăнусем пулаççĕ кăçал.

Ачасем вĕсем пурте пултаруллă: кашни вĕренекенĕн хăйне килĕшекен чун туртăмĕ пур. Пирĕн тĕллев вара — ачасен ăсталăхне, пултарулăхне, çут çанталăк панă талантне аталантарасси. Паянхи компьютер ĕмĕрĕнче шкул ачисен тавра курăмне, интеллектуаллă аталанăвне, творчествăлла туртăмне хакласа аталантармалли конкурссемпе викторинăсем, олимпиадăсемпе тест тĕрĕслевĕсем нумай ирттереççĕ. Ĕçлемелле, тăрăшмалла çеç. Тăван чĕлхе, тăван литература, тăван ен культури ыйтăвĕсемпе иртекен мероприятисем те чылай. Эпир, паллах, мĕн вăй çитнĕ таран вĕсенче хутшăнма тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче çеç республика шайĕнчи тĕрлĕрен конкурс — олимпиадăсене хутшăнса эпĕ хатĕрленĕ ачасем малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç: пĕрремĕш вырăнсем — 2, иккĕмĕш вырăн —1, виççĕмĕш вырăнсем — 2. Республика шайĕнче 5 малти вырăн. Ку маншăн — пысăк парне. Маншăн ĕç вăл — савăнăç. Савăнса пурăнас килет пулсан — ĕçлемелле.

ЫЙТУ: Мăшăрăрпа пĕрле Эсир кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплатăр. Вĕсен тĕп шăнăрĕ вĕрентĕве тарăнлатса пуянлатассипех çыхăннă-тăр?

Чăвашсен паллă сăвăçи Çеçпĕл Мишши çапла каланă: “Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр. Ан юлăр кун-çул уттинчен”, — тенĕ. Паянхи кун пурнăçран юлас мар тесен, утса мар, вĕçсе пымалла иккен. Кăштăртатса утса пытăн — тăрса юлтăн. Кĕнеке çырса кăларасси те пурнăç ыйтнипе çыхăннă. Сăмахран, “Тăван ен культури” предмета вĕрентме пуçларăмăр — программа çук. Хамăрăн автор программи çырма тиврĕ. Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме тестсемпе усă курма пуçларăмăр — каллех чăваш чĕлхипе те, литературипе те тест пуххисем çырса пичетлеме лекрĕ. Шкултан вĕренсе тухакансем чăваш литературипе сочинени тĕслĕхĕсем çук тесе ÿпкелешрĕç те — 5 пайран тăракан “Сочиненисем” кĕнеке кăлармалла пулчĕ. Диктант тата изложени тексчĕсем пухса пичетлерĕмĕр, “Уçă урок планĕсем” кĕнекене те кун çути кăтартрăмăр...

Халĕ, информаципе коммуникаци технологийĕпе усă курнă май, тĕрлĕ темăсемпе уроксенче усă курмалли презентацисем, видеоматериалсем, слайд-шоусем хатĕрлетпĕр, проектсем çырса пурнăçа кĕртетпĕр. Тĕслĕхрен, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, К. Ивановăн “Нарспи” поэми пичетленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа, “Нарспи” поэмăна лайăх пĕлекенсем” проект çырса пурнăçларăмăр. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче, ентеш-сăвăç Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа, проект çыртăмăр. Халĕ ăна пурнăçа кĕртессипе ĕçлетпĕр.

ЫЙТУ: Эсир Раççей Президенчĕн Грантне тивĕçнĕ. Çăмăллăн лекмерĕ пуль çакă?

Ман шутпа, Раççей тата Чăваш Республикин Президенчĕсен премийĕсем — чи тивĕçлисене палăртса хакламалли парне. Ăна 2—3 çул ĕçленипех е уроксем çеç ирттернипех памаççĕ. Хаклав виçине республика тата Раççей шайĕнче малти вырăнсем çĕнсе илни, методика кăтартăвĕсем пичетлесе кăларни, семинар-конференцисенче докладсемпе тухса калаçни, кружок ĕçĕнче çитĕнÿсем туни, уйрăм класпа ăнăçлă ĕçлени (класс ертÿçи), информаципе коммуникаци технологийĕсене усă курса уроксем ирттерни, мультимедиллĕ презентацисем хатĕрлени тата ытти сумлă ĕçсем те кĕреççĕ.

Кашни вĕрентекен çак асăннă ĕçсене туса пырать пулсан — Грант илме шанчăк пур.

Чи кирли — ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлни, хамăртан хамăр çирĕп ыйтни, хамăр ĕçе юратса туни, тăрăшса кăмăлтан ĕçлени.

ЫЙТУ: Çĕнĕ 2009 çул пырать. Сирĕншĕн те паллă çул. Юбилейлă çул. Мĕн кĕтетĕр-ха Вăкăр çулĕнчен?

Çын пурнăçĕнчи кашни кунăн, кашни çулталăкăн хăйĕн тĕллевĕсем, ырă ĕçĕсем, паллă уявĕсем, асра юлакан самантсем.

Вăкăр çулĕ маншăн чăнах та паллă çул. Ылтăн уявпа (юбилейпа) паллă вăл. Вăл çеç мар, эпĕ ертсе пыракан 11 “а” класс ачисем кăçал шкултан вĕренсе тухса алла аттестат илеççĕ. Çак класра вĕренекен Ксения Васильева Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулчĕ. Вĕсене пурне те ăнăçу та ырă кун-çул сунас килет.

Вăкăр вăл — шултра, пысăк выльăх. Апла пулсан Вăкăр çулĕ пысăк та сумлă ĕçсемпе, ырă хыпарсемпе, кăмăллă тĕл пулу-калаçусемпе асра юлтăрччĕ. Малашне те ĕмĕтленни çитсе пытăр. Çемьере тулли телей те ырлăх-сывлăх пултăр. Эпир тăвакан ырă ĕçсем яланах савăнтарса тăччăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика