АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стипендиатсене свидетельствосем пачĕç

30 января 2009 г.

 

Чăваш Ен Президенчĕн Н. В. Федоровăн хушăвĕпе республикăри студентсемпе çамрăксен представителĕсене, çав шутра пирĕн районти 7 çамрăка пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн стипендисем пама йышăнни пирки райхаçатра маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче вара вĕсене 2008 çулта тĕрлĕ ĕç-хĕлте ку-рăмлă çитĕнÿсем тунăшăн уйăхсерен 1830-шар тенкĕ илсе тăмалли пирки калакан свидетельствăсене район пуçлăхĕ С. А. Николаев савăнăçлă лару-тăрура пачĕ. Хă-йсен ячĕпе церемонире Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулпа Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн вĕренекенĕсем Ксения Васильевапа Наталья Иванова стипендиатсем тав сăмахĕсем каларĕç.

Район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен заведующийĕ А. Н. Лебедев пĕлтернĕ тăрăх, район администрацийĕ тăратнипе Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине ку таранччен Трак енри 54 çамрăк тивĕçнĕ, çав шутра вĕсен 48 проценчĕ ял хуçалăхĕнче вăй хунă, 30 процентне яхăн — шкул ачисем, ыттисем — тĕрлĕ отрасльсенче ĕçлекенсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика