30 января 2009 г.
Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче, тунти кун, район хăй тытăмлăх канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Унта канаш членĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, район администрацийĕн управленийĕпе пайĕсене тата секторĕсене ертсе пыракансем хутшăнчĕç. Ларура Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă “Чăваш Ен çитĕнĕвĕ — кашнин пуçарулăхĕнче!” Çырăва тата Чăваш Ен Президенчĕ 2008 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче йышăннă “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен” Указне пурнăçа кĕртмелли мероприятисен планĕсем çинчен район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕсем В. Ю. Ивановпа Ю. Д. Петров тухса каларĕç. Ларура ку мероприятисен планĕсене çирĕплетрĕç.
Ларăва район пуçлăхĕ С. А. Николаев йĕркелесе пычĕ, сăмах каларĕ.