30 января 2009 г.
Райбольницăн — çĕнĕ ертÿçĕ
Сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ пулма Г. Н. Сушкона çирĕплетнĕ.
Вăл 1971 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Янмурçин ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Упири вăтам шкул хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, каярахпа Самарти çар-медицина институчĕн медицина факультечĕсенче вĕреннĕ. 1994—1999 çулсенче Галина Николаевна Байкал леш енчи çар округĕнче хĕсметре тăнă, медицина службин начальникĕ пулнă. 1999 çултанпа сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕнче ĕçлет, юлашки вăхăтра ку учреждени тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă.
В. Михайлов