30 января 2009 г.
Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче “Янмурзино” ял хуçалăх производство кооперативĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн коллегийĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕ пулчĕ. Кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту тăчĕ: “Янмурзино” ЯХПКра мăйракаллă шултра выльăх йышне чакарни çинчен”.
Ларăва уçнă май, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Ю. Д. Петров пĕлтĕр районти хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышне 253, çав шутра янмурçинсем кăна 195 пуç (ку йышра 70 ĕне) пĕчĕклетнине, хальхи условисенче çак çухатăва каялла тавăрма вара мĕн пур майсем пуррине палăртрĕ. Чăн та, хĕл кунĕсенче хуçалăхсен кассине выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем сутнипе çеç укçа-тенкĕ пырса кĕнине манма юрамасть.
Районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ — патшалăхăн районти тĕп ветеринари инспекторĕ В. Ф. Николаев, хăйĕн сăмахĕнче хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне япăхтарни çинче чарăннă май, кăçал 4 хуçалăхра, çав шутра пĕрремĕш кварталта “Янмурзинора” ветеринари служби епле ĕçленине тĕрĕслессе пĕлтерчĕ (шел те, янмурçинсен ветврач та çук-ха хальлĕхе, выльăхсене кукшаран прививка туман районти пĕртен-пĕр хуçалăх та вĕсемех), ветстанципе килĕшÿ тумаллине каларĕ.
Ăратлăх енĕпе ĕçлекен Л. В. Моисеева зоотехник пĕчĕк пăрусене сыхласа хăварассипе вăй хума, осеменатора ветработник ĕçне вĕренмешкĕн яма сĕнчĕ.
Ял хуçалăх пайĕн тĕп экономисчĕ М. В. Васильев ку хуçалăхра пĕлтĕр, 2004 çулхипе танлаштарсан, ĕне выльăх йышне 4 хута яхăн пĕчĕклетнине, ку тапхăрта ĕне пуçне илекен çулталăкри сăвăм та 2 хут чакнине асăнчĕ. “Сирĕн финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăру япăх мар. 300 гектар çĕр улми лартса тунипе çеç лăпланни, паллах, вырăнсăр. Выльăх йышне ÿстерни, сĕт ытларах туса илни çакăнта пĕртте чăрмав кÿрес çук, вуçех те хирĕçле, усă çеç парĕ. “Иккĕмĕш çăкăр” тухăçне хăпартма тислĕк те уя нумайрах тухĕ, çав хушăрах выльăх апачĕн никĕсне пуянлатма та майсем çителĕклĕ пулĕç”, — терĕ Михаил Васильевич.
Ĕне выльăх йышне чакарнăшăн айăпа ларура Э. В. Петров председатель çийĕнчех йышăнчĕ. “9-мĕш çул хуçалăха ертсе пыратăп. Мăйракаллă шултра выльăх хисепне 600 пуç урлă каçарнă вăхăтсем те пулнă пирĕн. Вĕсен шутне чакарни йăнăш çул иккенне туйса илтĕмĕр. Тата мĕншĕн-ха нумай çул фермăра вăй хунă çынсен пенсие çывхарнă май ĕçсĕр тăрса юлмалла-ха? Çакна та шута хутăмăр. Ферма заведующине выльăх-чĕрлĕхе юратакан И. Г. Александров килни те вырăнлă пулчĕ тетĕп. Хуçалăх пуянлăхĕ — техника, тырă, çĕр улми, тĕп ытти хатĕрсем. 1 пин тонна “иккĕмĕш çăкăр” упрама хутăмăр. Пысăк пуянлăх вĕт. Ăна пула ĕне выльăх йышне те ÿстересшĕн эпир, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ вĕçленнĕ тĕле 200, вăл шутра ĕнесенне 100 пуçа çитересшĕн”, — пĕлтерчĕ Эдуард Владиславович. Председатель каланă тăрăх, сенаж, утă-улăм тивĕçет. Пăрусене пĕр уйăх хушши апата витаминсем хушса панă. Халĕ сăвакан 23 ĕнерен 15-шер килограма яхăн продукци илеççĕ. “Кĕрекаçра ĕне выльăх самăртмалли çĕнĕ вите туса пĕтертĕмĕр, кĕçех ăна хута яма пăхатпăр”, — терĕ председатель.
Юлашкинчен çакна хушса каласшăн. Хăй вăхăтĕнче нумай çул района ертсе пынă С. И. Железин республикăри “Советская Чувашия” хаçатăн кăçалхи кăрлачăн 12-мĕшĕнчи номерĕнче “Село без фермы — это дача” статья пичетлесе кăларчĕ. Тĕрĕсех çырать Сергей Иванович. Фермăсене юхăнса хупăнма парас марччĕ, кивĕ витесене юсаса çĕнетесчĕ, выльăх йышне сыхласа хăварса ял çыннине ĕçпе тивĕçтерме майсем туса хурасчĕ пирĕн. Паллах, ырă çак юхăмран янмурçинсем те аякра тăрса юлмасса шанасах килет.