АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Хĕрлĕ автан” çине-çинех алхасрĕ

30 января 2009 г.

 

Çĕнĕ çул уявĕсем лăпкă иртрĕç пулсан та ун хыççăнах район территорийĕнче çине-çинех 3 пушар алхасрĕ.

Акă, кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тусайри пĕр хуçалăхра электричествăпа усă курмалли правилăсене пăхăнманран мунча çунчĕ, тăкакĕ — 5 пин тенкĕне яхăн. Тепĕр кунне ирхине 4 сехетре Чатукасси ялĕнчи пĕр килте, хальхинче кăмакапа усă курнă чухне йĕркене пăснăран, каллех мунча çунма тытăннă, çапла вара хуçисем пĕр пине яхăн тенкĕ тăкак тÿснĕ. Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнчех, 17 сехет те 30 минутра Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçне Супарти пĕр хуçалăхра сарай çунни çинчен шăнкăрав килчĕ. Пушар сăлтавĕ — ку хутĕнче те кăмакарах, вăл 5 пине яхăн тенкĕ тăкак кÿнĕ.

Танлаштарса пăхма. Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне пирĕн тăрăхра пĕр пушар пулнă. Вут-кăвар тухасран асăрхануллă пулăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика