30 января 2009 г.
Викторина
Кăçалхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче пирĕн паллă ентеш-сăвăç Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче унăн çунатлă сăввисем халăхра янăранă, вĕсене вулав çурчĕсенче сасăпа савăнса вуланă, шкул кĕнекисене кĕртнĕ, вĕсем тăрăх чăваш композиторĕсем юрăсем кĕвĕленĕ. Анчах та репресси самани пултаруллă çыравçăн кун-çулне сĕмсĕррĕн туртса илнĕ. Ăста лирика халалласа районти тĕп библиотека шкул ачисем хушшинче викторина ирттерет. Вăл тăхăр ыйтуран тăрать.
1. Нестер Янкасăн чăн хушамачĕ?
2. Вăтам пĕлÿ хăш шкулта илнĕ?
3. Хăш журналăн ответлă секретарĕ пулса тăрăшнă?
4. Н. Янкасăн паллăрах кĕнекисене асăнăр?
5. Паллă лирикăн пĕр сăвви тăрăх питĕ илемлĕ юрă кĕвĕленĕ. Ăна халăх паянхи кун та юратсах юрлать. Çав сăвăн ячĕ?
6. Пирĕн ентешĕн сатирăлла сăввисем “Капкăн” журналта сахал мар пичетленнĕ. Вĕсен айне поэт мĕн тесе ал пуснă?
7. Поэт пурнăçĕ хăçан татăлнă?
8. Н. Янкаса халалласа поэма çырнă. Поэмăн ячĕ тата авторĕ?
9. Паян курасчĕ сан, ялу епле çĕнелнĕ,
Мĕн чухлĕ чăвашра хăватлă сăвăçсем.
Янраççĕ таврара сан сăввусем илемлĕн,
Шанап: нихçан та чапĕ сÿнмĕ сан ĕçсен!
Çак йĕркесен авторĕ?
Çамрăк тусăмăрсем! Хуравсене нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕччен районти тĕп библиотекăра йышăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесем кĕтеççĕ. Викторинăна хастар хутшăнасса шанатпăр.