30 января 2009 г.
Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче районта оборонăллă-массăлла тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — Тăван çĕр-шыва хÿтĕлес çĕрти чи лайăх йăла-йĕркене сыхласа хăварасси тата аталантарса пырасси. Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче, шăмат кун Пикшикри вăтам шкулта çавна май, акă, Чечен çĕрĕ çинче вилнĕ Александр Иванов капитанăн Асăну кунне ирттерчĕç.
Çапла, 1974 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă чăваш каччин пурнăçĕ кĕтмен çĕртен питĕ ир — 2005 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче татăлнă. Ĕненме те йывăр тата чĕрене çурса ярасла хăрушă хыпар Пикшикри Ивановсен килне çитсе çапса хуçнă. Кил хуçи — Вячеслав Семенович та, унăн мăшăрĕ — Елизавета Никитична та, шăллĕсем — Сергейпа Семен та, асламăшĕпе ытти тăванĕсем те, тус-юлташĕсемпе мĕн пур ял-йыш та Саша тăван тăрăха ыр-сыввăн таврăнасса тем пекех кĕтнĕ-çке. Вăл ачаран спортпа туслă çитĕннĕ, кил-çуртра нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман, çутталла туртăннă. Ахальтен мар Пикшикри вăтам шкул хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех, физикăпа математика факультетне суйласа илнĕ. 1996 çулта çара кайнă А. Иванов, Ярославльти Аслă Çар финанс университетĕнче пĕлÿ пухнă. 2001 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшренпе Чечен Республикинче контрактпа хĕсметре тăнă, 2004 çулта ăна малалла тăснă. Кĕçех Сашăн куçĕсем мĕн ĕмĕрлĕхех хупăннă. Çакă Шатой районĕнчи Борзой ялĕ çывăхĕнче килсе тухнă. Анчах та, вăтăр çул ытларах çеç пурăннă пулин те, вăл хăйне пĕлекен-паллакансем хушшинче ырă ят хăварнă...
Унăн Асăну кунне хальхинче Шупашкартан та нумайăн килчĕç. Вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç шкулта. Фойере А. Иванов капитанăн кĕске кун- çулне сăнлакан “Опустела без тебя земля...” стенд вырнаçтарнă, унăн çар тумтирĕ те пур. Чăваш Енрен Чечен çĕрĕ çинче пуç хунă паттăр ытти салтаксем пирки пухнă материалсемпе те паллашма май пулчĕ.
Хăнасене шкулти вĕренÿ пÿлĕмĕсем тăрăх ертсе çÿренĕ хыççăн вĕсем Пикшик масарĕ çинче пулчĕç. Кунта Александр Иванов капитан мĕн ĕмĕрлĕхех канăç тупнă. Унăн вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç. Сашăна аса илсе ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ, Елизавета Никитична аппăшĕн хĕрĕ — Мускавра пурăнакан Наташа, Шупашкартан килнисемпе службăра пĕрле пулнисем, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Н. Данилов ăшă-ăшă сăмахсем каларĕç.
Унтан пурте пĕрле шкулăн акт залне пухăнчĕç, вĕренекенсем те пулчĕç кунта. Асăну кунне шкул директорĕн çумĕ Н. Г. Максимова уçрĕ, А. И. Гаврилов директора сăмах пачĕ. Анатолий Иванович Саша пирки ырăпа аса илчĕ, ăна асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ.
Асăну кунне район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. И. Антонов та хутшăнчĕ.
— Паттăрсене манмалла мар пирĕн. Район администрацийĕ ячĕпе Асăну кунне йĕркелекенсене тав тăватăп. Çакă хальхи çамрăк ăрăвăн асĕнче мĕн ĕмĕрлĕхех юласса та шанатăп. Саша пек Тăван çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне те шеллемен паттăрсем пуртан эпир мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнатпăр та. Сашăн ашшĕ-амăшне те тав сăмахĕ калатăп, сывлăхĕ çирĕп пултăр вĕсен, — терĕ Николай Илларионович.
Асăну кунĕнче çавăн пекех Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Н. Данилов, Чечен çĕрĕ çинче пуç хунă чăваш каччисем пирки 2000 экземпляр тиражпа “Живи и помни” сумлă кĕнеке (унта А. Иванов капитан пирки çырни те, ăна халалланă сăвă та пур) пухса хатĕрлесе кăларнă А. П. Тимофеева (Ангелина Петровна та ывăлне Чечен Республикинче пынă хаяр та юнлă çапăçусенчен пĕринче çухатнă), Раççей Геройĕн И. Петриковăн (вăл хамăр салтаксене хÿтĕлесе 1995 çулта пуç хунă) амăшĕ — Анна Егоровна — Ю. Н. Владимирова (унăн ывăлĕ те 1995 çулхи кăрлачра Чечен çĕрĕ çинчех куçне хупнă), Сашăна вĕрентнĕ В. А. Фомина учительница, хаяр çапăçусене хутшăннă С. П. Евграфов, А. Иванов капитанпа пĕрле вĕреннĕ, хĕсметре тăнă икĕ юлташĕ — Вячеслав Петровпа Василий Бубнов — тухса каларĕç.
Дарья Анишина, Маргарита Гордеева (вăл хăй хĕрĕхе яхăн сăвă çырнă), Наталья Исаева, Надежда Петрова Чечен çĕрĕ çинче куçĕсене мĕн ĕмĕрлĕхех хупнă паттăр салтаксене асăнса çырнă сăвăсене вуларĕç, Сергей Ильин вĕсем пирки хăй кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕ, Пикшик вăтам шкулĕн 11-мĕш класс вĕренекенĕ Мария Ильина “Русский парень” юрра парнелерĕ, Шупашкарти Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсем кăтартуллă вăйăсемпе тĕлĕнтерчĕç.
Сашăн ашшĕпе амăшĕ — Вячеслав Семеновичпа (сăмах май, вăл 1968 çулта Чехословаки çĕрĕ çинче килсе тухнă хирĕçтăрăва хутшăннă) Елизавета Никитична Асăну кунне пуçтарăннисене ăшшăн тав турĕç, “эсир йывăр хуйхăна пирĕнпе пĕрле пайланăран пире çăмăлтарах”, терĕç.
Çапла паттăрсем вилмеççĕ, вĕсем яланах стройра, В. А. Фомина вĕрентекен çирĕплетнĕ евĕрех, Саша, эсĕ паян та пирĕнпе пĕрлех!