30 января 2009 г.
Нестер Янкасăн биографийĕнчен эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ: ялти пуçламăш шкул хыççăн вăл Упири ултă класлă шкулта пĕлÿ илнĕ. Çакна шута илсе, Упири пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул ачисем валли хĕллехи каникулсем хыççăнах ятарлă эрне ирттерчĕç. Ăна поэтăн 100 çулхи юбилейне халалланă. Çав хушăра “Нестер Янкас — чăвашсен паллă çыравçи” кĕнекесен выставки йĕркеленĕ. Кашни класрах Нестер Янкас хайлавĕсен вулавĕсем пулнă. Унăн “Халал” сăвăсен кĕнеки тăрăх тунă ÿкерчĕксен тата поэт сăввисене лайăх вулассипе конкурссем иртнĕ. “Кам-ха вăл Нестер Янкас?” викторинăна хутшăннă. Ку енĕпе кунти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Валерьяновна Петровапа Вера Вениаминовна Васильева тăрăшнă: Нестер Янкас çуралнă ялти музейра пулса, унти экспонатсемпе паллашнă, сăн ÿкерчĕксем тунă, кирлĕ материалсен ксерокопине хатĕрленĕ. Поэтăн халĕ те пурăнакан шăллĕпе Г. К. Кирилловпа курса калаçнă, вăл каласа панисене видеокамерăпа ÿкерсе илнĕ, килти архивĕнчи япаласене тишкернĕ тата ыттине те пурнăçланă.
Январĕн 23-мĕшĕнче вара шкулти акт залĕнче “Нестер Янкас — асран кайми çыравçă” ятпа литература сехечĕ иртрĕ. Ăна ятарлă сценарипе ертсе пычĕç. Унта 5—11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Конкурссенче палăрнă ачасен ушкăнĕ пĕр рете тăрса поэтăн биографийĕпе, творчествипе паллаштарчĕ, Нестер Янкас çырнă тата ăна халалланă сăвăсене пăхмасăр каларĕ. 8-мĕш класри Марина Якимова — поэтăн “Шетмĕ хĕрринче”, 9-мĕш класри Людмила Кузьмина “Ăсату” сăввисене вулассипе ăста пулни курăнчĕ. В. В. Васильева вĕрентекен Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пынă май, экран çинче поэт кун-çулĕпе çыхăннă материлсенчен йĕркеленĕ кăтарту — презентаци пулса пычĕ.
Нестер Янкас юбилейĕпе çыхăннă çак тĕл пулăва районти паллă çыравçăсем килнĕ. Хăнасенчен чи малтан Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертÿçин çумне, Нестер Янкас музей-пÿлĕмĕн канашĕн председательне, Нестер Янкас премийĕн лауреатне Николай Ершов-Янгер поэта сăмах пачĕç. Вăл пухăннисене Нестер Янкас вилĕмсĕрлĕхĕн пĕлтерĕшĕ, ăна халăх асăнса пурăнни, ку таранччен юбилее хатĕрленсе мĕн-мĕн туса ирттерни пирки каласа пачĕ, Нестер Янкас çинчен асăнса çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ, хăйĕн Нестер Янкаса халалланă сăввине парнелерĕ.
Нестер Янкас ячĕллĕ премин пĕрремĕш лауреачĕ, Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче пурăнакан Шетмĕ Михаил сăвăç та Янкас ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр пурăнассине шанса тăнине пĕлтерчĕ, ун ячĕллĕ пĕрлĕх туса пыракан пысăк ĕçсене палăртрĕ. Уяв 5-мĕш класри фольклор ушкăнĕ “Ĕлĕкхи çамрăксен вăййи” композицине кăтартнипе вĕçленчĕ.
Залра районти Нестер Янкасăн (художникĕ Николай Иванов) пысăк портретне, Нестер Янкас премийĕн лауреачĕсен темиçе альбомне вырнаçтарнă. Поэт юбилейне епле кĕтсе илсе паллă туни çинчен альбом хатĕрлеме ку хутĕнче хăйсем те чылай сăн ÿкерчĕксем турĕç уписем.
Асăннă мероприятисене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, çак кунсенче “Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул” ятпа шкулта ятарлă хаçат кăлараççĕ.