АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăллă тĕл пулу

30 января 2009 г.

 

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Красноармейскинчи иккĕмĕш шкулта ентеш-çыравçăсемпе тĕл пулу иртрĕ. Кунта Георгий Туслипе Гурий Дубров “Кăмăл” литература пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕнче пулчĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе, творчествăри çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарчĕç. Хаклă хăнасем ачасене “Ял пурнăçĕ” хаçат еплерех калăпланса тухни çинчен, корреспондент тата журналист ĕçĕсен вăрттăнлăхĕсем çинчен каласа кăтартрĕç, район хаçачĕпе туслă çыхăну тытмалли çинчен асăрхаттарчĕç, информаци, заметка, корреспонденци, интервью, статья еплерех çырса йĕркелемеллине вĕрентрĕç.

Ăста çыравçăсем хăйсен пултарулăх лаççинчи илемлĕ хайлавĕсене, сăввисене вуласа пачĕç, чуна уçса яракан юрăсем шăрантарчĕç.

Ырă кăмăллă ентешсем ачасене хаçат-журнал, кĕнекесем парнелерĕç, вĕренÿре, обществăлла ĕçре хастар пулма, сăвă-калав çырас ăсталăха ÿстерсе пыма ырлăх-сывлăх, вăй-хал сунчĕç.

“Кăмăл” литература пĕрлешĕвĕн ертÿçи З. Михайлова вĕрентекен тата шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Е. Исакова Гурий Дуброва 75 çул тултарнă ятпа, Георгий Туслие республикăри Шалти ĕçсен министерстви иртнĕ çул массăллă информаци хатĕрĕсен йышĕнче йĕркеленĕ XI “Правопорядок” конкурсĕн премине илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, тĕл пулăва килсе ачасене хавхалантарса хăварнăшăн тав турĕç, малашне те çирĕп сывлăх, çитĕнÿ, телейлĕ кун-çул сунчĕç.

Хăнасем те пушă алăпа каймарĕç: “Кăмăл” пĕрлешÿре хушма пĕлÿ илекен ачасем хăйсен сăввисене парнелерĕç. Ĕçлĕ тĕл пулу питĕ кăмăллă иртрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика