АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв — Чатукассинче

23 января 2009 г.

 

Кăшарни кунне пĕве çинче уявласси Чатукассинче йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ку мероприятие кăçалхипе пиллĕкмĕш хут йĕркелерĕç. Унччен касса хатĕрленĕ вакка Василий атте сăваплантарчĕ.

Савăнăçлă уява Чатукассинчи кану центрĕн директорĕ В. Егоров уçрĕ. Район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ А. Н. Лебедев тата вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Д. Голубев пухăннисене (мероприятие 100 ытла çын хутшăнчĕ) телей, çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунчĕç. Унтан ытларахăшĕ вакра шыва кĕчĕ.

Уяв йĕркелÿçисем В. Егоровсăр пуçне ялти кану центрĕнче ĕçлекен В. Николаевапа Г. Егорова тата ку ял çынни С. Тарасов пулчĕç. Ю. Лукин предприниматель вара спонсорла пулăшу кÿчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика