23 января 2009 г.
Пĕлтĕр район территорийĕнчи çул-йĕр çинче 18 авари пулнă. Ку кăтарту малтанхи çулхипе танлаштарсан икĕ авари ытларах. Çапла майпа иртнĕ çул çул-йĕр çинче водительсем йĕркене пăсни унчченхи çулхипе илсен, 12 процент ÿснĕ. Асăннă аварисенче пĕлтĕр пилĕк çын вилнĕ, 27 çын аманнă.
Кăрлач уйăхĕн пĕр кунĕнче, шăмат кун, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕпе, милици капитанĕпе Владислав Юрьевич Алексеевпа тĕл пултăм, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрăм.
— Владислав Юрьевич, сирĕн калаçура “çул-йĕр çинчи йĕрке — хамăрта” сăмахсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çавах та пĕлтĕрхи кăтартусене еплерех хаклатăр?
— Эпир иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕччен йĕркеллех пурăнтăмăр. Анчах та асăннă уйăха кĕрсен, мĕн тăвăн, Шупашкар — Сурски автоçул çинче çине-çинех пилĕк авари пулчĕ. Ку, паллах, цифрăсен шутне ÿстерсе ячĕ. Кунта ытларахăшĕ водительсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе, хăвăртлăха кирлинчен ÿстерсе янипе çыхăннă. Тата çанталăк пулăмĕсене те пăхăнман вĕсем. Иртнĕ çулхи аварисенчен илсен вуннăшĕ — республика пĕлтерĕшлĕ çул çинче, саккăрăшĕ вырăнти пĕлтерĕшлинче вырăн тупнă. 2008 çулта çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн 2100 протокол (1499) çырнă. Çав шутран автоçул çинче хăвăртлăха ÿстернĕшĕн — 622 водителе (421), ÿсĕрпе руль умне ларнăшăн 116 водителе (112) айăпланă, протокол çырнă, ĕçе суда ярса панă. Хальлĕхе уйрăм çуран çÿрекенсем те çул-йĕр правилисене пăхăнмаççĕ. Вĕсем пирки иртнĕ çул 155 протокол çырнă. Ку хисеп 2007 çулта 77 çынпа танлашнă. 2008 çулта çул-йĕр çинче йĕркене пăхăнманнисене 42474 тенкĕлĕх штрафланă, çав шутран 423549 (99 процент) тенкине шыраса илнĕ.
Пĕлтĕр ĕç коллективĕсенче, шкулсемпе шкул çулне çитмен учрежденисенче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассипе 62 хутчен калаçу йĕркелерĕмĕр. Шкулсенче ГИБДД тематикипе вунă хутчен викторинăсем ирттертĕмĕр. Район хаçачĕпе те туслă çыхăнура эпир.
— Халь районта автотранспорт йышĕ нумайланни куç умĕнчех. Шупашкарти евĕрех куçаççĕ вĕт? Вĕсене учета илессипе еплерех ĕçлетĕр?
— Тĕрĕсех ыйту паратăр. Халь хамăр районта 3315 автотранспорт хатĕрĕ. Вĕсенчен паянхи кун 61 проценчĕ техосмотр урлă тухнă. Шел пулин те, мотоциклсене тĕрĕслев витĕр кăларасси ÿрĕк-сÿрĕк пырать-ха. Калама та намăс: икĕ процент çеç тухнă. Иртнĕ çул стройран тухнă, кивелнĕ 160 техникăна шутран кăлартăмăр, списать турăмăр. Тата çул-йĕр инспекцийĕ енĕпе илсен йĕркене пăхăнманнисем пирки 33 предписани çырнă. Çавăн пекех должноçри 9 ертÿçĕне административлă майпа явап тыттарнă. Çул-йĕр çинче пулнă чух тăхăр преступление уçса палăртнă.
— Мĕн шухăшлаттарать?
— Паллах, кăçал çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсакансен йышĕ чактăрччĕ. Çав шутра водительсен те, çуран çÿрекенсен те йĕркене пăхăнасси çинчен манас марччĕ. Çул-йĕр çинчи йĕрке — хамăрта. Ĕç коллективĕсемпе шкулсенче тата ясли-садсенче профилактика ĕçне татах лайăхлатмалла пирĕн.