23 января 2009 г.
Мăн Çавал, кĕтÿç пушши евĕр, авкаланса тăсăлать Йÿçкасси çуммипе. 38 кил кунта. Икĕ урам. “Т” сас палли евĕр вырнаçнă вĕсем.
Илемлĕ тавралăх. Уйрăмах çуркуннепе çуллахи вăхăтсенче çитсе курасчĕ пирĕн тăрăха… Епле ырлăх! Улăхĕ-çаранĕ куçсене тыткăнлать. Вĕсенче кайăк хур, кăвакалĕ савăнать. Пăр! çеç тÿпе маччинелле вĕçсе хăпарать.
Ĕçлекен çын пурăнатех. Кил-хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрани те çăлать йывăрлăхра. Акă, ялти çирĕм килте ĕне усраççĕ. Сурăхсем те килĕренех пур. Сĕт-çуне, аш-пăшне, çăмне тата ыттине те сутма ан ÿркен.
Выльăх-чĕрлĕхе апат кирлĕ. Çулма, хатĕрлеме çеç пултар. Мăн Çавалпа Шетмĕ тăрăхĕсенчи айлăмсенче курăк çăп-çăра. Кĕтÿ çÿретмелли вырăнсем те çителĕклĕ.
— Юрать-ха Володя Тимофеев пур. Хăйĕн техникипе çулать, пуçтарма пулăшать. Пахча-анкартисене те сухаласа парать, — тесе мухтанать ял-йыш. — Вăт, çавăн пек çынсем татах пулинччĕ…
Ял çамрăксенчен пуян. Володя Тимофеев çемйисĕр пуçне тата 15 кил çамрăксен. Çав йышра — Саша Федоров, Николай Владимиров, Сергей Спиридонов, Сергей Демидов тата ыттисен те.
Шел те, пĕчĕк ялăмăрта аслă пĕлÿ илнĕ çынсем сахалтарах. Акă, В. Тимофеев ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Вячеслав Трофимов — Красноармейски ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ. Яла телефон кĕртме пулăшрĕ.
Йÿçкассинче вăрттăнла майпа эрех, сăмакун, тĕрлĕрен хаяр шĕвек сутакан çук. Ку тĕлĕшпе пирĕнтен ырă тĕслĕх илмелли пурах.
Яла район центрĕпе хытă сийлĕ çул çыхăнтарать. Килĕрен тенĕ пекех “сенкер çулăм” çунать. Çакă пирĕншĕн — ватти-вĕттишĕн чăннипех те ырлăх ĕнтĕ.
Чи ватă Ульяна Афанасьева каласа панă тăрăх, Именкасси ГЭСĕ ĕçленĕ чух, Йÿçкасси витĕр Вăрнара, Канаша лашасемпе çÿренĕ.
Эп ку яла ял темен,
Чуттах иртсе каяттăм…
тесе сăвăланă тет ун чухне лавçăсем.
Ял хăçан пуçланнине ас тăвакан юлмарĕ. Эпĕ астăвасса, икĕ-виçĕ хура пÿрт-çуртчĕ. Алăкĕсем витĕр тĕтĕм тухнă. Ун чухне икĕ чÿречеллĕ çуртсем пулман та.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи Йÿçкассине те хура йĕрсĕр хăвармарĕ. Мăшăрĕсене çухатнисем пĕчĕк ялтах çичĕ кил. Пултаруллă та ĕçчен çынсем таврăнмарĕç. Илек, Иван, Георгий, Колька, Николай пуçĕпех пĕтрĕç. Ачисемпе мăнукĕсем чаплă кил-çурт çавăрчĕç.
Анчах та пăшăрхантаракан тĕслĕхсем те пур-ха. Ял халăхне пухăнма çурт çук. Совет влаçĕ те тăваймарĕ ăна. Крентейкассинче хуçалăх правленийĕн, библиотекăн, столовăй çурчĕсем арканаççĕ. Нивушлĕ пĕр çуртне Йÿçкассине куçарса лартас мар?
Ял хушшине тата пылчăк-çăрăлчăклă вăхăтра кĕрсе тухаймастăн. Çăмăл автомашинăпа çÿрекенсем харпăр хăй транспортне уя тăратса хăвараççĕ.
Ялта лавкка нихăçан та пулман. Юрать-ха сĕт пухакан Галина Гордеева таварпа тивĕçтерет. Çăкăрсăр пурăнмастпăр халь.
Çамрăксене ĕç кирлĕ. Ялта Мускава ĕçлеме тухса каякансем те пур. Çемьене тăрантармалла,кил-çурта çĕнетмелле… Укçа-тенкĕ çукки ура хурать. Мускав çулĕ çывăхах мар. Кĕтсе илме çăмăлах мар. Тухса каяççĕ те ачи-пăчи, ашшĕ-амăшĕ чунпа лармаççĕ вĕт. Акă, Владислав Германов Мускава çÿресех кермен пек кил-çурт çавăрчĕ. Сергей Тимофеев та çĕнĕ кил-çурт çĕклесшĕн.