23 января 2009 г.
Кăçалхи Чăваш каландарĕ те пллă юбилейсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри — пирĕн чаплă ентеш Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул тултарни. Вăл чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн йышне хамăр районтан кĕнĕ пĕрремĕш çын пулнă, чăвашсен чи çепĕç лирикĕ шутланнă.
Нестер Кириллович Ефимов-Янкас 1909 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче хăйне ĕмĕрлĕхех ырă хушамат парса хăварнă Янкас ялĕнче, хальхилле каласан, ĕçчен çынсен кил-йышĕнче çуралнă. Янкасри пуçламăш, Упири 6 класлă, Çĕрпÿри 2 сыпăклă шкулсенче вĕреннĕ. 1926—1928 çулсенче Шупашкарти типографи çумĕнчи ФЗО шкулĕнче пĕлÿ илнĕ те наборщикра ĕçлеме пуçланă. 1930 çулта ăна “Сунтал” (каярахпа — “Ялав”) журнал редакцине чĕнсе илнĕ. 1932 çулта Самара хулине куçса кайнă, унта темиçе çул хушши типографире кĕнекесем калăплакан редактор пулнă. 1934 çулта вăл СССР Писателĕсен Союзне кĕнĕ. Ăна “Сунтал” журналăн яваплă секретарьне лартнă. Çак ĕçре мĕн синкерлĕ самана çитсе çитичченех вăй хунă. Хăйĕн кĕнекисене кăларассишĕн çеç мар, ытти çыравçăсене кăларса парассишĕн те тăрăшнă.
Анчах та унăн ĕмĕрĕ çав тери кĕске пулнă: юлташĕсем сутнипе, сăлтавсăр айăпланисен шутне кĕртсе, ăна тĕрмене хупнă. Анат Тагил хулинчи лагерьте асапланнă хыççăн 1942 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Нестер Янкас вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ун чухне вăл 34 çул та тултарайман.
Тĕпрен илсен, çапла çеç асăнса иртме пулать поэтăн йĕрсĕр çухалман пархатарлă пурнăç хроникине. Ку йĕркесене эпир “Чăваш писателĕсем” справочниксенче те вуласа пĕлме пултаратпăр.
Нестер Янкас пирĕншĕн чăннипех те поэт-патриот пулнипе хаклă тетпĕр пулсан, мĕншĕн асăнса иртес мар-ха унăн пултарулăх еткерне? Ялти шкулта ăс пухма тапратнă вăхăтсенчех унăн сăввисем стена хаçачĕсенче кун çути курнă-çке. Сăмах май каласан, унăн юбилейĕ Янкас шкулĕ 100 çул тултарнипе пĕр килчĕ. Кунтан вĕренсе тухнисем хушшинче вăл малти вырăна лартмалли паллă çын.
Малтанхи хайлавĕсене Нестер Кириллович “Вируй” хушаматпа кăларнă. Ăна вăл çав ятлă уй-хире юратса панă. Каярахпа, çуралнă вырăнсенчен инçетерех ĕçлесе пурăннă çулсенче, тен, ăна Янкас ячĕ çывăх пулса тыткăнланăран, чăваш литературинче унăн ячĕ çавăн пекех янравлăн кĕрсе вырнаçнă.
Тăван республикăмăрăн тĕп хулинче Нестер Янкас творчествăри пултарулăх çулĕ çине çирĕп тăнă. Кунтах вăл Çемен Элкерпе, Илле Тукташпа, Микихвер Ваçанккапа, Митта Ваçлейĕпе, Вихтăр Рзайпа çывăхланнă. 20 çулхи Нестер сăввисене Хумма Çеменĕ те асăрхамасăр хăварман. Уйăп Мишши 21 çулта чухне тин сăвăсем çырма тытăннă пулсан, Нестер Янкас 21 çулта пĕрремĕш сăвă кĕнеки кăларнă. 1931 çулта “Сăвăсем” ятпа тухнă кĕнеке хыççăн поэт талантĕнчен тĕлĕнсе кĕвĕçекен пĕчĕк тăшмансем ăна такăнтарма та пăхнă. Çук, пуçа усман, парăнман пирĕн сăвăç. Пурăннă 33 çул хушшинче 9 кĕнеке кăларса юлма ĕлкĕрнĕ.
Мĕн çинчен çырма тăрăшнă-ха Нестер Янкас? Тÿрех асăнмалла: ăна пуринчен малтан çут çанталăк илемĕ илĕртнĕ — ытларах лирикăллă сăвăсем çырнă. Ахальтен мар ăна поэт-лирик тетпĕр. Пурнăç çĕнелни, революципе граждан вăрçи хыççăнхи самана шăпи кăсăклантарнă ăна. Поэт сăввисене яланах лирикăлла тĕп геройпа — ĕçчен çынпа çыхăнтарнă. Ялпа хула пурнăçне сăнлакан хайлавсем те сахал мар Янкасăн.
Нестер Янкас сăвăç çеç мар, прозаик та, очеркист та шутланнă. “Телейлĕ çул”, “Катя” калавĕсене чылайăшĕ аса илсе юлнах ĕнтĕ. Вăлах куçару ĕçне анлăн хутшăннă: А. Пушкин, Т. Шевченко, В. Маяковский, М. Лермонтов, Д. Джабаев произведенийĕсене чăвашла куçарса пичетленĕ.
Нумай енлĕ талант вĕресе тăнă Янкас чун-чĕринче. Тĕрĕссипе: çынна хаклакан, çĕр-шыва чунтан парăннă çын пулнă. Каварлă элеке пула хур тÿснĕскер, хăçан та пулин чăнлăх суяпа ултава çĕнтерессе çирĕп шаннă. Çав тĕрĕслĕх çĕнтерчĕ-çĕнтерчех. 1956 çулта Сталин репрессине сирсе, пĕр айăпсăррисен таса ятне каялла тавăрасси пирки Постановлени тухнă. Унпа килĕшÿллĕн, Нестер Янкас ячĕ те тепĕр хут тивĕçлĕ вырăна ларнă. Çакна ĕнентерекен хут унăн тăван шăллĕнче — кĕçех 90 çул тултаракан Г. К. Кирилловра халĕ те упранать. Григорий Кириллович — Кирилл Ефимов хресченĕн паян та пурăнакан пĕртен-пĕр ывăлĕ. Ĕмĕрне халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса ирттернĕ — фельдшер пулнă.
Патриотсем хăйсем хыççăн яланах ырă йĕр хăвараççĕ, историне кĕрсе юлаççĕ. Нестер Янкас та çаплах. Чăваш халăхĕ, Чăваш писателĕсен союзĕ унăн вилĕмсĕр произведенийĕсене, ăна реабилитациленĕ хыççăн, тепĕр хут çутта кăларма тытăнчĕ. Шупашкарти кĕнеке издательствинче “Катя” (1958), “Лирика” (1961), “Телейлĕ çул” (1985) кĕнекисем тухрĕç. Уйрăм çын кульчĕ вăхăтĕнче шар курнă писательсен еткерлĕх комиссине йĕркеленĕ, Нестер Янкас еткерлĕхне пухакан ятарлă комисси те тунă. Хальлĕхе вара вĕсем мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки вулакансем пĕлсех каймаççĕ. Апла пулсан, Нестер Янкасăн мĕн пур çырнисен пуххине, ун пултарулăхне тĕпчесе çырнă статьясен пуххине кăларма тахçанах вăхăт çитнĕ. Шанас килет ку ĕçе гуманитари институчĕ хăй çине илетех пулĕ. Эпир пĕлнĕ тăрăх, ку енĕпе хамăр ентешех — чăваш поэчĕ тата тĕпчевçи Геннадий Юмарт нумай материалсем пухса çитернĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ Нестер Янкасăн 90 çулхи юбилейĕ умĕн, вунă çул каяллах райхаçатра та пичетленчĕç. Кăçал та вăл хăй сăмахне калĕ-ха.
Нестер Янкасăн çуралнă кĕтесĕнче те — Трак енре — мухтавлă ентешĕмĕре манмаççĕ — кашни 5 çултах унăн юбилейĕсене паллă тăваççĕ. Ăна сума сăвасси уйрăмах çирĕм çул каялла вăйланчĕ — 1989 çулхи раштав уйăхĕнче районти çыравçăсене, ÿнерçĕсене, композиторсене пĕрлештерекен литературăпа искусство тата культура обществи чăмăртанчĕ. Сăмах май каласан, кăçалхи çулталăк вĕçĕнче çак пĕрлĕх юбилейне те паллă тумалла. Унччен унăн 20 çул хушшинчи хронологилле ĕçĕсен кĕнекине тата Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсен справочникне хатĕрлесе кăлармалла.
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх районти мĕн пур культурăллă-массăллă мероприятисене хутшăнать, чылайăшне хăй пуçарăвĕпе йĕркелет. Çулленех, Нестер Янкас çуралнă кун, унăн ячĕллĕ премийĕн çĕнĕ лауреачĕсене чысласси йăлана кĕнĕ. Ку таранччен уйрăм талантсемпе пултурулăх ушкăнĕсем савăнăçлă лару-тăрура лауреат ята 42-ĕн илнĕ. “Çавалпа Шетмĕ кĕввисем” фестивале кăçалхипе 13-мĕш хут ирттереççĕ. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат çумĕнче Нестер Янкасăн икĕ кĕнекине пичетлесе кăларнă: “Улăх кĕвви” (1991) тата “Халал” (1999).
Поэт çуралнă ялта та, ун ятне ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнас тĕллевпе, хăш-пĕр пулăмсем пулса иртрĕç: культура çуртĕнче вунă çул каяллах Нестер Янкас музей-пÿлĕмне уçрăмăр. Вăл пурăннă çурт çине (халĕ унта фельдшер пункчĕ ĕçлет) Асăну хăми вырнаçтартăмăр. Ялти пĕр урама Нестер Янкас ятне патăмăр. Шел пулин те, культура çуртĕнче юсав ĕçĕсене туса ирттериччен, музейри экспонатсене тĕслĕх библиотека çуртне куçарма тивет. Халĕ шăпах çав енĕпе ĕçлетпĕр. Поэтăн 100 çулхи юбилейне паллă тумалли каçчен ăна йĕркене кĕртесшĕн.
Халĕ районти пур шкулсемпе библиотекăсенче те Нестер Янкас юбилейĕпе çыхăннă мероприятисене хатĕрленеççĕ. Сăмахран, район центрĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта ку енĕпе пысăк программăллă проект тунă. Поэт вĕренсе тухнă Упири шкулта вара Нестер Янкас музейĕн филиалне уçас енĕпе тăрăшаççĕ. Шкул-гимназири, тĕп библиотекăри педагогсемпе библиотекарьсем те поэт еткерлĕхĕпе çыхăннă материалсем тăрăх презентацисем ирттересшĕн. Кĕскен каласан, ентеш-сăвăçа халалласа чыслава хатĕрлекенсем йышлăн. Çавна май Нестер Янкас музейне, Янкасри поэт шăллĕ — Григорий Кириллов патне куллен тенĕ пекех ĕçлĕ çынсем килсех тăраççĕ. Май пур таран пулăшатпăр вĕсене. Çавăнпа та мĕн пур документсене йĕркене кĕртсе çитерсе, ксерокописем туса, вĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, библиотека ĕçченĕсем патне çитересшĕн. Григорий Кириллович килĕнчех интервьюсем панине, пиччĕшĕ çинчен каласа панине видеокамерăпа ÿкерсе илтĕмĕр. Çакна Упири вăтам шкулти Светлана Валерьяновна, Петрова педагог пурнăçларĕ. Тавах ăна уншăн.